Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чул ҫинчен чул ҫине анакан шыв ҫав тери пӗр тикӗс, ҫав тери шӑппӑн шӑнкӑртатать, такама ачашласа ҫывӑрттарнӑ пекех туйӑнать.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Марье вӑл ачана ялан хӑй пӑхнӑ: вӑл ӑна ӗҫтернӗ, ҫитернӗ, пиеленӗ, ҫывӑрттарнӑ чух юрӑсем юрланӑ.Маша кормила и пеленала ребеночка, и пела ему песни, когда он ложился спать.
Вӑрттӑн пырса пӑрахнӑ ача // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Диац лӑпкӑн ҫывӑрнӑн туйӑнать; хутран-ситрен ҫеҫ унӑн куҫхаршийӗсем пӗркеленеҫҫӗ, сӑнӗ-пичӗ нишлӗн курӑнать, ҫывӑрттарнӑ ӑс-тӑнӗнче ҫыран хӗрринчи ҫак тинӗс чулӗсем пек темскер илемсӗррӗн те йывӑррӑн хускалнӑн туйӑнать…
IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Ун пек чухне вӑл вӑрмана кайнӑ та, вӑрман тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе, тӗл пулакан туратсене хуҫкаласа, ҫурма сасӑпа ӑна та, хӑйне те ятласа утнӑ; е сарайне, утӑ лупасӗ ҫине хӑпарса выртнӑ та, куҫӗсене юлхавлӑн хупса, хӑйне хӑй ҫывӑрттарнӑ, анчах, паллах, кӑна вӑл яланах тӑвайман.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сирӗн пата колхозник кӗрсен, эсир ӑна килкартинче ҫывӑрттарнӑ пулӑттӑрччӗ, вырӑн панӑ пулсан та, мана панӑ вырӑн пек пулмастчӗ вӑл…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1