Шырав
Шырав ĕçĕ:
Столяр арӑмӗ хӑйӗн куммине чӗнсе илнӗ те ҫав каҫ ҫӗр ҫывӑрмасӑр пӗр эрнене хатӗрлесе хунӑ чее пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ.
XII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Аслӑ штабсенче, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, чи лайӑх маршрутсем тӑвӗҫ.В высоких штабах, недосыпая ночей, будут вырабатывать самые лучшие маршруты.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӗр ҫывӑрмасӑр тенӗ пек тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр.
Эпӗ — лётчик! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак задачӑна татасшӑн Райтсем нумай вӑрӑм ҫӗрсене ҫывӑрмасӑр ӗҫлесе ирттернӗ.Чтобы решить эту задачу, Райты провели множество бессонные ночей.
27. Хытӑ чӗреллӗ тӗнче. Ҫӗнӗ сӑнавсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Пӗччен пурӑннипе тата вилекен чирлӗ амӑшӗн вырӑнӗ патӗнче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ ҫӗрсенчи аван мар шухӑшсем пӗтнӗ, турра кӗлтуса хӑтӑлма тӑрӑшнӑ иккӗлентерекен шухӑшсем пӗтнӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кала ӑна, тен, вӑл ман ҫинчен шухӑшлама та пӑрахнӑ пулӗ, а эпӗ ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр шухӑшлатӑп, пӗр ун ҫине ҫеҫ шанатӑп, тет, пӗр вӑл ҫеҫ хӑтарма пултарӗ, тет, йӑлт каласа пар, тет.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӑхӑтлӑх правительствӑн комиссарӗсем каракуль ҫӗлӗксемпе, драп кӗрӗксем тӑхӑннӑ тутӑ господасем хӑйсен секретарӗсемпе пӗрле пӗрремӗш разрядри обозсем тӑрӑх митингласа ҫӳренӗ, салтаксем ҫӗрӗ-кунӗпе ҫывӑрмасӑр блиндажӗсенче ҫӗрпе мир ҫинчен калаҫнӑ.
IX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Икӗ каҫ ҫывӑрмасӑр чӑтасси ҫӑмӑл мар.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пулла кайсан, эпӗ икӗ кун ҫимесӗр, ӗҫмесӗр тата икӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр чӑтма пултаратӑп.На рыбалке я могу два дня не есть, не пить и две ночи не спать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑйӗн вичкӗн сасси аса килнӗ ӑна, ирхи сывлӑшра, автан сасси пек, таҫта ҫитиех янӑраса каятчӗ вӑл; лӑк тулли халӑх ҫӳрекен урамсем тӑрӑх ҫӳренине, хӑй тӳрӗ пурӑнса, йывӑр ӗҫ ӗҫлесе, лаша вырӑнне тӑрса, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр тенӗ пек асапланса пурӑнакан хула ҫыннисене ҫур ӗмӗр хушши пахча симӗҫ кӳрсе парса тертленнӗ ҫын пурӑнӑҫне аса илнӗ.
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ҫак кунсем ҫӗр ҫывӑрмасӑр ӗҫленипе иртсе кайрӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑвайт патӗнче ҫӗр хута пӗр ҫывӑрмасӑр тертленсе ларнӑ хыҫҫӑн, инженерсем ҫыран хӗрринчен Мылво ялне хӑпарчӗҫ.После томительной бессонной ночи у костра инженеры поднялись от берега к стойбищу Мылво.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей куҫне шӑлса илчӗ: ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсем ӳт-пӗвне йывӑрлатаҫҫӗ, куҫа ҫӳпӗ кӗнӗ чухнехи пек, пӑхма та кансӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Апат ҫимесӗр, ҫывӑрмасӑр пӗр талӑк ӗҫлерӗмӗр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Кунӗ-кунӗпе йытӑ пек чупса ҫӳретӗн те: ывӑнмасӑр унта, — ҫывӑрмасӑр пурӑн тата.— День-деньской бегаешь, как собака: умаешься небось, — а тут не засни еще.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ӑнланатӑр, вӗсене ӗҫлеттерекен сисӗм-туйӑм вӑл, хӑвӑр сиссе-туйса курнӑ сисӗм туйӑм мар, вак-тӗвекпе интересленнӗ пирки мар, чапа, мухтава тухас шухӑшпа та мар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗр урӑх сисӗм-туйӑм, вӑйлӑрах сисӗм-туйӑм, вӗсенчен етресем уланӑ ҫӗрте те ытти ҫӗрти пекех лӑпкӑн пурӑнакан ҫынсем туса хуракан сисӗм-туйӑм ӗҫлеттерет, ку сисӗм-туйӑм вӗсене, пӗрре вилес вырӑнне ҫӗр тӗрлӗ вилӗмпе вилес хӑрушлӑх пур ҫӗрте те лӑпкӑн пурӑнакан тунӑ, ҫав условисенче вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, тасамарлӑхра пурӑнаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ҫак саманта кураймасӑр вилнӗ ывӑлӗсене хӗрхенеҫҫӗ-ши, е хӑйсен пысӑк ӗҫӗсене, хулӗсем ыратнине, ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсене, алтупанӗсем хӑпарса тухнине, чӳлмексенчи ҫусӑр-какайсӑр пӗҫернӗ купӑста шӳрпине, е хӗрарӑмсемпе хӗрсем вӑй ҫитми йывӑр ӗҫ тунине аса илеҫҫӗ-ши?»
Пӗтӗм ҫӗршыва // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пирӗннисем фронтра ҫывӑрмасӑр ҫапӑҫаҫҫӗ пулӗ.
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Зеб кунӗпе ҫӳресе пит ывӑннӑ та, халӗ ӗнтӗ аран-аран ҫеҫ ҫывӑрмасӑр тӳснӗ.Зеб провел очень утомительный день и теперь с большим трудом удерживался, чтобы не заснуть.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах, кирек мӗнле пулсан та, Негорӑна кӗтессишӗн кӑна ҫывӑрмасӑр сӗнксе лармалла мар.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.