Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарсан (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑлас самант ҫывхарсан, Ваҫли аллисене Кӗтерукӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те чуптума уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патнех ҫывхарсан, хӗрсене чӗнмесӗр, ҫӗлӗкне кӑштах хӑпартрӗ те: — Аркади, вӑй патӑр! — тесе, тимӗрҫе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хӑй патне ҫывхарсан: — Эсӗ мӗн, суха тума каймарӑн-и? Вырсарникуна хисеплеме шут тытрӑн-и? — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑвайккине анса, ҫӑлкуҫӗ патнелле ҫывхарсан: — Эсӗ мунчана уттар. Хывӑнса хатӗрлен. Эпӗ милӗк илсе пыратӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тукай пӳрчӗ патне ҫывхарсан пӗр ватӑ йӑмра айне ушкӑнпа кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Васильева Олимпиада эсӗ мар-и? — ыйтрӗ вӑл, Алимпи ҫывхарсан ура ҫине тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗр вӗсем патне ҫывхарсан халӑх шавласа часах харпӑр хӑй ялне саланса пӗтрӗ.

Когда же мы приблизились к ним вплотную, все разбежались по своим селам и деревням.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсем патне ҫывхарсан, Сехрене Марине кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла ҫӑкӑр-тӑваршӑн тав турӑн пулать, улу карачи? — терӗ хан Булат Ширин ун патне ҫывхарсан.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗсем Ар-Сӗнтӗр патне ҫывхарсан тин сасартӑк вӑраннӑ пек пулса хӑйне йӗп ҫинче ларнӑ евӗр тыта пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсен туменӗ вӑрман хӗрринчи ҫулпа ҫывхарсан, Аспарӑн ҫарӗ вӑрмантан сиксе тухса тапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑрахут дебаркадер патне ҫывхарсан тин асӑрхарӗ, кепкипе сулса саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паймук ҫурчӗ патне ҫывхарсан вӗсем Ҫитӑр Энтрейчпа карчӑкӗ сӗтел хушшинче ларнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ял патне ҫывхарсан, Павлушпа Хӗветӗр пичкене анкарти ҫумнех турт-тарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Элкейсен ҫурчӗ патне ҫывхарсан, Палккан йынӑшса вӗрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Йытӑсем вӗрмеҫҫӗ, чӑхсем те кӑтиклемеҫҫӗ, витере ӗнесем те тапӑртатни илтӗнмест, — шӑпах эпир ҫывхарсан мӗнпур чӗрчун юри пытанса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Не лаяли собаки, не кудахтали куры, не топтались в хлеву коровы — все было тихо, точно все живое нарочно притаилось при нашем приближении.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Львов хули патне ҫывхарсан, салтаксене пуйӑс ҫинчен антарчӗҫ, малалла ҫуранах утма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вылянӑ чух Ассоль ҫывхарсан ачасем ӑна хӑйсен патӗнчен хӑвалаҫҫӗ, пылчӑкпа переҫҫӗ, аҫу этем какайне ҫинӗ, халӗ вара суя укҫа тӑвать тесе витлеҫҫӗ.

Играя, дети гнали Ассоль, если она приближалась к ним, швыряли грязью и дразнили тем, что будто отец ее ел человеческое мясо, а теперь делает фальшивые деньги.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Нимӗҫ Мускава ҫывхарсан, сакӑр ачаллӑ ҫемье (Лиди, Витали, Леонид, Натаҫ, Артем, Люся, Гриша, Володя), иккӗшне Владимирте пытарса хӑварса, ултӑ ачапа яла таврӑнать.

По мере того, как немец приближался к Москве, семья с восьмью детьми (Лидия, Виталий, Леонид, Наташа, Артем, Люся, Гриша, Володя), похоронив двоих во Владимире, вернулась в деревню с шестью детьми.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Патнерех ҫывхарсан вӗсем пысӑках мар тополь ҫинче ларакан кайӑксене курнӑ.

Подойдя ближе, они увидели птиц, сидевших на невысоком тополе.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех