Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарса (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килессине малтантарах пӗлсен, хӑйсене тивес инкекрен хӑтӑлма пултараҫҫӗ.

Но если они заранее знают о приближении бури, они могут избежать грозящей опасности.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Поезд Хура тинӗс хӗрринче ларакан пӗр пӗчӗкҫӗ хула патнелле хуллен ҫывхарса пырать.

Поезд медленно приближался к небольшому городку на берегу Черного моря.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Аэродром хапхи енчен ҫывхарса килекен кашни ҫыннах вӗсем пурӗ пӗр харӑс кӑшкӑрса кӗтсе илчӗҫ: «Спут-ник! Спут-ник!»

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тата ҫакна ан манӑр: халь ӗнтӗ ҫуркунне ҫывхарса килет, ҫакнашкал ҫил вӗрнипе пӑр шума пуҫлама пултарать, вара…»

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ халь ҫавӑн пек ҫил ҫывхарса килнине тӳрех туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов вӗсене хӑй валли рубеж — чикӗ пек суйласа илчӗ, вӗсем патне ҫитсенех вӑл каялла таврӑнать: вӑхӑт улттӑ патне ҫывхарса пынӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнтӗ каҫхи ӗнтрӗк вӑхӑчӗ ҫывхарса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫлӑхлӑ ҫын вӑраххӑн ҫывхарса килет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсен хӗҫ-пӑшалӗ вырӑнне ҫав тери тӗрӗс мар принципа ҫирӗплетсе паракан теори пулнӑ: эпир коммунизм патнелле мӗн тери ытларах ҫывхарса пыратпӑр, ҫав тери пирӗн ҫӗршывра тӑшмансем пире хирӗҫ тӑрасси ӳссе пырать иккен.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрӗх пӗрремӗшӗнче, нимӗҫсем Мускав патне ҫывхарса пынӑ вӑхӑтра, ҫав генерала Сталин хӑй патне чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Кирле шӑпи ман пата ҫывхарса ҫитрӗ», — асаплӑн шухӑша кайрӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков пӳрт патне ҫывхарса пыратчӗ ӗнтӗ, ӑна чӳрече ҫутинче темле мӗлке шуса иртни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарса пынӑ ятпа пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов та саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Физкультурник кунӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарнӑ хастарсене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%82%d0% ... b0%d0%bda/

Акӑ «Ҫеҫпӗл Мишши» те ҫывхарса килет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Ҫавсене аллисемпе хыпаласа майӗпен чӑлан алӑкӗ патне ҫывхарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сӑран курткин ҫаннипе ҫамкине шӑлса илсе ҫывхарса пыракан Кирилл ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӑнтӑрла хӗвел ҫути ҫӑтса тултарнӑ ҫӗрӗн-шывӑн, сывлӑшӑн ырӑ ӑшшине те ҫывхарса килекен каҫ йӑлтах каялла ӗмсе илейменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫапла выртнӑ май краватьпе диван юнашарах ҫывхарса ларчӗҫ пек, вӑл хӗре аллинчен тытрӗ пек, хӗр ҫакна йӑлтах кӑмӑллӑн йышӑнчӗ пек…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Алеша, станок юсакан мастер помощникӗ, вӑтӑралла ҫывхарса пыракан арҫын, пилӗк ҫул каялла фабрикӑрах комсомолла туй туса авланнӑскер, ҫӗрӗ лартакан Маюк ҫине пӗр хушӑ йӑл-йӑл кулкаласа пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех