Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарнӑ (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ тапхӑрта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне авариллӗ тесе палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри лӑсӑллӑ ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп сыхлаҫҫӗ, ҫавна май кунсерен тенӗ пекех тӗрӗслев рейчӗсем йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

— Кимӗпе ҫыран хӗрринелле ҫывхарнӑ чухне санпа юнашар тӑракан хӗрарӑма Евдокия Ларионовна тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр ун патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра алӑкӗ уҫӑлчӗ те шалтан темӗнле тимӗр «алӑсем» кирпӗч тултарнӑ контейнера кӑларса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман, вӗсем патнелле ҫывхарнӑ май, пӗрре чӑрӑш тураттисенчен ҫакланнӑ хӗвел ҫине, тепре хӗрсем еннелле пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑнса халран кайнӑ, тӑм илсе пӗтернӗ ҫынсем, юлашки вӑйӗпе пӑр тӑрӑх упалене-упалене хӑпаркаласа, полюс патнелле хуллен ҫывхарнӑ.

Измученные, истощенные, обмороженные люди медленно подвигались к полюсу, из последних сил карабкаясь по Льду.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Уйрӑм ларакан ҫурт патне ҫывхарнӑ чух никам та, пропуск кӑларас тесе, аллине пиншакӑн шалти кӗсйи патне илсе пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗлӗк, Мускав перронӗ патнелле ҫывхарнӑ чух, Завьялов яланах чӳречерен е тамбурти алӑкран пуҫне кӑларса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Гисли Гисласон пилот командӑпа пӗрле утрав патне ҫывхарнӑ чухне вертолетран тӗлӗнмелле видео ӳкернӗ те ӑна пурин валли вырнаҫтарнӑ.

Пилот Гисли Гисласон опубликовал потрясающее видео с вертолета, когда вместе с командой приближался к острову.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем пӗр-пӗрин патнелле ҫывхарнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Военкоматра ӑна пӗр аллӑсене ҫывхарнӑ капитан тӗплӗн итлерӗ, районтан парса янӑ хутсене пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Итленӗ тет Макҫӑма сутуҫӑ, йывӑҫ патне ҫывхарнӑ тет, пуҫ тайнӑ.

Послушался Максима торговец, подошел к дереву, поклонился ему

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

— Икӗ ҫын тупӑнчӗ, Тихон Евдокимович, — ҫывхарнӑ май пӗлтерчӗ Ваҫка-Васка.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫитмӗлелле ҫывхарнӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ырми-канми мирлӗ тӳпешӗн тӑрӑшнӑ ватӑсене Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май, ҫак центра тӑрӑшакансем тӗрлӗ ӗҫре пулӑшаҫҫӗ, кулленех вӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Машина патне систермесӗр ҫывхарнӑ хыҫҫӑн, вӑл ерипен ҫав ҫын ҫумне выртса пӑхма шутларӗ: мӗскер пур-ха унта, мӗнле ҫӳреме пултараҫҫӗ вӗсем, машинӑсем, — ҫакӑ питӗ интереслентерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Аякра малтан илтӗннӗ музыка, йӗс шӑнкӑравлӑ лаша ҫывхарнӑ чухнехи евӗр, кунталла хӑвӑрт килчӗ, хӑлхара уҫҫӑн янраса кайрӗ; вӑл халь, юмахри пек, ҫынна тухатма пултаракан кӗвӗсемпе тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Кӗрекере хальтерех килнӗ ҫӗнӗ хӑна — патвар ҫан-ҫурӑмлӑ, вӑтӑралла ҫывхарнӑ ҫамрӑк арҫын ларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, арӑмӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе шӗвӗр вӗҫлӗ хура мӑйӑх ӳстернӗскер, хӗрӗх пиллӗке ҫывхарнӑ вӑйпитти арҫын пулин те ватӑрах сӑнлӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех