Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутса (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хуллен утса кӗрсе ҫӑкӑр касса илет, кӑмака умне пырса хӑйӑ чӗлет те, ҫутса, ӑна ашшӗ сӑмси патне илсе пырать.

Тихо пройдя к столу, он отрезал ломоть хлеба, засветил лучину и поднес ее к отцу.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ультӳҫ инке чӗтрекен аллисемпе хӑйӑ тупса ҫутса ячӗ те Ухтиван ҫине пӑхрӗ.

Дрожашими руками старушка зажгла лучину и глянула на Ухтивана.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел пытанчӗ сӑрт хыҫне, Ҫӑлтӑрсене ҫутса хӑварчӗ, — Паян пӗтерчӗ хӑй ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Часах ун куҫӗ умӗнче амӑшӗ ӑна кӗтсе ҫутса лартнӑ шӑши куҫӗ пек ҫутӑ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Алексейрен, — терӗ те лампа ҫутса вулама ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Диод ламписем кашни урамра тӗрлӗ вӑхӑтра ҫутса сӳнеҫҫӗ, вӑхӑт таймерӗн ӗҫне вырӑнта пурӑнакансемпе килӗшсе татӑлса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Диод ламписемпе усӑ курни, вӗсене кирлӗ вӑхӑтра ҫутса сӳнтерни тата усӑ курнӑ электроэнергие счетчик шутлани укҫа-тенке икӗ хутчен перекетлеме май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Парне туянӑр е ҫурта ҫутса романтика апатланӑвӗ йӗркелӗр.

Купите подарок или организуйте ужин при свечах.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахӑшӗ хӑйӑ ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӑ ҫутса тытрӗ, анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Айтӑр кӗрсе пӑхар: вырӑн пур-и унта пӳлме тумашкӑн, — текелесе, шӑрпӑк ҫутса шала кӗчӗ вулӑсри посевком членӗ Андреев юлташ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӑшарни каҫ юмӑҫ яраҫҫӗ хӗрсем, — ҫурта ҫутса, ҫӗрӗ витӗр шыв ҫине пӑхаҫҫӗ, савни сӑнӗсене шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашкинчен вӑл Вӑхӑтлӑх правительствӑшӑн ҫурта ҫутса турра кӗлтума чӗнчӗ, учредительнӑй пухӑва суйласа янӑ чӑваш депутачӗсене ӑнӑҫлӑх сунса, турӑран пил ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна турӑш умне шурӑ ҫурта ҫутса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна ҫӗрӗпех ҫывӑрман, лампадка ҫутса кӗлтунӑ, упӑшкине упрама турӑран пулӑшу ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аппӑшӗн хӗрачи вилни ҫинчен пӗлсен, вӑл ҫурта ҫутса турра кӗлтунӑ, асӑнмашкӑн пачӑшкӑна хут ҫырса панӑ: «О упоксении рабы божьей Людмилы».

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чиркӗве пынисен чылайӑшӗн савӑнӑҫ куҫҫулӗ те тухнӑ; теприсем вӑрҫӑра пуҫне хунӑ тӑванӗсем пулнӑ пирки хурланса макӑрнӑ, турӑш умне ҫурта ҫутса лартнӑ, асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кам ҫутса пурӑнӗ-ши ӗнтӗ вӑл лампадкӑна, ашшӗпе амӑшне, аслашшӗпе асламӑшне кам асӑнӗ-ши малашне?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев лампадкӑран хӑйӗн ҫуртине чӗртрӗ, вара Тоскинеевпа Укҫинен ҫуртисене ҫутса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӳлте кӗтесри пӳлӗм алӑкне уҫсан Моргиана туалет сӗтелӗ ҫине темиҫе ҫурта ҫутса лартрӗ те сивлеккӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Открыв дверь верхней угловой комнаты, Моргиана зажгла свечи на туалетном столе и сумрачно осмотрелась.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех