Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутса (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кравать ҫинчен анчӗ те хӑвӑртрах ҫутӑ ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ах, ҫак ҫынпа! — ахлата пуҫларӗ, ҫутӑ ҫутса ячӗ Уҫтук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Анчах унччен эс пӳрте кӗрсе ҫутӑ ҫутса хӑвар-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав вӑхӑтра урамри электричество ламписене йӑлишӗн кӑна кӑшт ҫутса илеҫҫӗ, вара пысӑк ҫаврака лампӑсем турилкке ҫине хунӑ виҫӗ ылтӑн улма пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Герасим Федотович умлӑн-хыҫлӑн пилӗк-ултӑ шӑрпӑк ҫутса сигарет тивертрӗ, тарасаран ҫакса янӑ пушӑ витрене чӑнкӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗрне ҫутса пӑхрӗ — печӗ, теприне тӗрӗслерӗ — каллех вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫенӗкре шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

90-мӗш псалома, ҫар ҫынни пулса асап тӳснӗ Иоанн ҫветтуя йӑлӑнмалли кӗлле кашни кун ҫурта ҫутса вуларӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

КАШНИ КУН ҪУРТА ҪУТСА КӖЛӖ ВУЛАНӐ

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Пирӗн урамра ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе, электрицӑ ҫутине те памаҫҫӗ, ывӑлӑма ҫурта ҫутса апат ҫитертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Ав виҫӗ манашка, ҫинҫешкескерсем, ҫуртасем ҫутса сӳнтереҫҫӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт утса темӗн илсе килеҫҫӗ, каялла леҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Арҫен хӑй брюки кӗсйинчен «Прима» пирус пачки тата спичка курупки кӑларчӗ те, спичка пӗрчине ҫутса, пӗр пирусне тивертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ку пирӗн ҫине ясмӑк вӑрри тӗслӗ сивӗ куҫне чӗмсӗррӗн ывӑтса илчӗ те, сарӑхнӑ асав шӑлӗсемпе «чӗп куҫ ҫутса» ҫӑварне виллӗн-чӗррӗн уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Урӑлманкин арӑмне «чӗлхӳ ҫине ҫӑпан тухасчӗ» терӗ те ӑна пӳртрен килхушшине хунар ҫутса тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак, ҫитсен, ӑна, ӑшаласа-шаритлесе, хӗрӳпе, кӗрӗвӳпе, мӑнукӑмӑрсемпе, сӑвап ҫурти ҫутса, сан ятпа, сана асӑнса, сана кӗрекене чӗнсе, сан кӑмӑлна кӳнехтерсех ҫийӗпӗр-ха…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫывӑракан амӑшне вӑратасран асӑрханса вӑл тӗпелелле иртрӗ, ҫутӑ ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр тутӑрпа чӗркесе йӑтнӑ ҫыххине салтрӗ те тӗрӗллӗ алшӑлли кӑларчӗ, ӑна саркаласа турӑш ҫине ҫакса ячӗ, вара, Христос умне ҫурта ҫутса лартрӗ, унтан чӗркуҫленсе чул урайне ӳкрӗ те, йӑшӑлт та хускалмасӑр, пуҫне ҫӗклемесӗр турра кӗл турӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара пӳрте чупса кӗрсе, тӑрпасӑр «шӑши куҫӗ» ҫутса ячӗ (ҫутӑ кашни каҫах памаҫҫӗ), вӗри кӑмака ҫумнерех хаҫат вулама ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав вӑхӑтрах Михха хӗрне вӗсем утмӑлтурат ҫутса, хор юрласа ят хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ уяв чухнехи пекех, пӑрӑсран ҫакӑнса тӑракан утмӑлтурата ҫутса хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех