Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ турачӗсене пас тытнӑ та, вӗсем, ӗнчӗ сапнӑ пек, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк пӑрчӑкан шурӑмпуҫ ҫутипе пӗрлех вӗҫсе килме ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк чӳречерен кӗнӗ тул ҫутипе урайӗнче пӑлан пек ӗне тӑсӑлса выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Терпӗрте тул ҫутипе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хресченсен юрпа витӗннӗ лапчӑк пӳртсен пӑрланса ларнӑ чӳречисем шалти «чӗпкуҫ» ҫутипе ватӑ ҫыннӑн шур илнӗ куҫӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамӑн икӗ айккипе ларса тухнӑ саман е чул ҫуртсем электричество ҫутипе ялкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӳкӗнӗҫлӗ юрату, Пӗртен-пӗр Тӗрӗслӗх тӗшши ҫапла кунта, Эп чӑнлӑх ҫутипе ӳтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Анастасия Александровна пире ҫав кун краҫҫын ҫутипе вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уйӑх ҫутипе юр йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кӑнтӑр ҫутипе юрамасть.

— Нельзя при дневном свете.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыра ҫын кӑнтӑр ҫутипе килет-ха.

Добрые люди ходят засветло.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑнтӑр ҫутипе унта нимӗн йӗрӗ те ҫук.

Днем не обнаружил никаких человеческих следов.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кӑнтӑр ҫутипе ку шӑтӑка йӑлтах тӗрӗслесе тухас пулать-ха.

— Вот станет светло, переворошим эту дыру.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхи тӗтӗмрен юлакан пылакрах шӑршӑ, пӗчӗк чӳрече ҫутипе сӗмленсе курӑнакан сӗтелпе пукан, йывӑҫ путмар, пысӑк кӑмака — ҫак тахҫан хӑнӑхнӑ япаласем хӗр ачан ҫуйханнӑ чӗрине часах тӑванла йӑпатса пусарчӗҫ.

Сладковатый запах утреннего дымка, свет, льющийся сквозь маленькое оконце на привычные с детства предметы: стол, стулья, деревянные нары, большую белую печь — быстро успокоили взволнованное сердце девушки.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялта эрне ытла пурӑнса та Ухтиван Савтепие кӑнтӑр ҫутипе пӗрре те курманччӗ-ха.

Ухтиван прожил дома уже неделю, но с той ночной памятной встречи ни разу не видел Савдеби.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушка ҫӑлтӑр вылятать Ҫӳл тӳпере ҫутипе.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗвел тухать, улӑхать Ҫӳллӗ тусем тӑррине, Хӑй ҫутипе ӑшӑтать Таҫти-таҫти ҫӗрсене.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫӗкленнӗ уйӑх ҫутипе Тӗмрен тухать шалти шур хурӑн.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Танлаштарса пӑхма: 2015 ҫулта Сухайкассинче пӗтӗмпе те 20 светильник пулнӑ, вӗсен ҫутипе ҫулталӑк усӑ курнӑшӑн вырӑнти бюджетран 120 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Кӑшт тӑхтасан Эхмемет тӑна кӗрсе куҫне уҫрӗ, анчах ун куҫӗсем паҫӑрхи евӗр пурнӑҫ ҫутипе ялкӑшмарӗҫ ӗнтӗ, арпашӑнса таҫта аяккалла пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех