Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫутал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа ҫӑлтӑрсем шӑранса сарӑлнӑ пек тата эпир шухӑшланинчен пысӑкрах та пек туйӑнаҫҫӗ, ҫавна пула сахалтарах та ҫуталаҫҫӗ.

По этой причине звезды на небе как будто расплываются и кажутся гораздо больше, чем должны были бы казаться в действительности, но зато становятся менее яркими.

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫуталаҫҫӗ

Одна за другой зажигаются звезды…

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пуҫне вӑл хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ; ун айӗнчен тӑхӑннӑ ӑшӑ калпакӗн хӑлха тӗлӗнче икӗ рет мӗрчен чулӗпе ахаль шӑрҫасем ҫуталаҫҫӗ; туртӑнса тӑракан шӑнӑрлӑ типӗ мӑйне калпак айӗнчен тухса кайнӑ ҫивӗтленӗ ик-виҫӗ ҫӳҫ кӑтри витсе тӑраҫҫӗ.

На голове ее был красный шелковый платок; жемчуги или бусы в два ряда украшали ее наушники; две-три длинные, все в завитках, кудри выпадали из-под них на ее высохшую шею с натянувшимися жилами.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Шӑтӑкра пулӑсем йӑлкӑшса, асамат кӗперӗ пек ҫуталаҫҫӗ, ҫавӑнпа та халех чупса ҫитсе, ҫав йӑлтӑртатакан чӗрӗ япаласене алӑпа тытса пӑхас килет, куҫ улталаманнине ӗненес килет.

А рыба, которая извивалась в яме, как будто там свернулась и трепетала радуга, вселяла желание сбежать туда с берега и дотронуться до этих живых сияний, чтобы убедиться, что это не обман зрения.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Урапи ҫинче бархат жилет, автан киккирикӗ пек вӑрӑм вӗҫлӗ тюрбан тӑхӑннӑ арҫынсем, пичӗсене пӗркенчӗкпе витнӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ, вӗсен йӑлтӑр куҫӗсем ҫеҫ ҫӳхе пешавар кисейӗ витӗр ҫуталаҫҫӗ; вӗсем чечеклентерсе тӗрленӗ зонтиксем тытнӑ.

В коляске сидят, развалившись, люди в бархатных жилетках, в тюрбанах, концы которых стоят, как петушиные гребни; сидят женщины, закрыв покрывалом лицо и раскрыв зонты, расписанные цветами, и только черные яркие глаза просвечивают сквозь тонкую пешаварскую кисею.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсен пушӑ куҫ шӑрҫисенче хӗвел пӑнчисем ҫуталаҫҫӗ.

В пустых зрачках их светились солнечные точки.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хура куҫхаршийӗсен айӗнче пысӑк, кӑвак куҫсем ҫуталаҫҫӗ.

Под темными бровями светились большие серые глаза.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тин пухӑннӑ кӳлленчӗксем тӗттӗмре кӑшт ҫеҫ ҫуталаҫҫӗ.

В темноте скупо блестели свежие лужи.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӗвелтухӑҫ енчи сӗвек ҫыранта шыв кӳлленчӗкӗсем, ҫурхи шыв сарӑлнипе тулса юлнӑскерсем, ҫуталаҫҫӗ, хӑшпӗр тӗлте кӑҫалхи юшкӑн хуралса выртать, унтах ампӑс-тӗмпӗс пӗренесем, кӑкласа кӑларнӑ йывӑҫсем курӑнаҫҫӗ, ҫав йывӑҫсене, тен, никам пӗлмен Верховинӑран, Хура Тиссӑпа Шура Тисса пӗрлешнӗ тӗлтен, юхтарса килнӗ пуль.

Плоский, восточный берег был местами покрыт лужами — следами весеннего половодья, местами чернел свежим илом, огромными корягами, вывороченными деревьями, унесенными, может быть, из таинственной Верховины, где сливаются Черная и Белая Тисса.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӗсерех панӑ куҫӗсем чӗррӗн те хатаррӑн ҫиҫсе ҫуталаҫҫӗ, икӗ рет чӑлт-шурӑ шӑлӗ те ҫутӑ сапса ҫиҫет тейӗн.

Белые зубы его сияли и прижмуренные глаза влажно блестели и тоже словно бы излучали сияние.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӗсен туппи кӗпҫи ҫинче хӗрлӗ ҫӑлтӑрсем орденсем пек ҫуталаҫҫӗ, шит ҫине: «Белофинсене вилӗм!» тесе ҫырса хунӑ.

На стволе их пушчонки светились, как ордена, красные звезды, а на щите красовалась надпись: «Смерть белофиннам!»

XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Инҫетри тусен тӳписем ҫеҫ шупка хӗрлӗ тӗспе ҫуталаҫҫӗ.

Только вершина горы еще светилась вдали розово и нежно.

Ҫӗнӗ палла-тӑрансем // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӗсем ҫуталаҫҫӗ, сӳнеҫҫӗ, татах ҫутӑлаҫҫӗ те татах сӳнеҫҫӗ.

засветятся, потухнут, —

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кунӗ шӑрӑх мар пулин те, вӗсем кӗписене хывнӑ, чӑм шыва ӳкнӗ ҫурӑмӗсем ҫу сӗрнӗ пек ҫуталаҫҫӗ.

Они поснимали рубахи, хотя день не особенно жаркий, голые спины лоснятся от пота, словно смазаны маслом.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Симурден куҫӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫавӑн пек тӗксӗмлӗх куҫҫульне типӗтет.

Глаза Симурдэна горели тем нестерпимым пламенем, от которого сохнут слезы.

V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Карл Маркс ҫав ӗҫсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Буржуалла революцисем, сӑмахран, XVIII ӗмӗрти пек революцисем, пӗр ҫитӗнӳрен тепӗр ҫитӗнӳ патне хӑвӑрттӑн пырса ҫитеҫҫӗ, вӗсенче драмӑллӑ эффектсем, ҫынсемпе япаласем, бенгаль ҫутипе ҫуталнӑ пекех, пӗринчен тепри куҫа йӑмӑхтармалла ҫуталаҫҫӗ, кашни ҫутӑ кунах ҫав тери хавасланнипе хавхаланса сывлать», тенӗ.

О которых Маркс сказал: «Буржуазные революции, как, например, революции XVIII столетия, стремительно несутся от успеха к успеху, в них драматические эффекты один ослепительнее другого, люди и вещи как бы озарены бенгальским огнем, каждый день дышит экстазом».

II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Сарлака урам вӗҫӗнче, кӗрт купи тепӗр енче, Красноборскри дивизи штабӗн чӳречисем ҫуталаҫҫӗ.

В конце широкой улицы светились за сугробами окна красноборского штаба.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хулпуҫҫийӗсем унӑн хӗвел ҫинче чул пек ҫуталаҫҫӗ, пиҫӗхсе хуралнӑ кӑкӑрӗ ҫине шурӑ саспаллисемпе пит меллӗ «Таня» тесе ҫырса хунӑ.

И плечи его, облитые солнцем, сверкали, как камни, а на груди, темной от загара, выделялись светлые буквы, выведенные очень искусно, она прочла: «ТАНЯ».

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— «…Сирӗн куҫӑрсем манӑн противогаз куҫлӑхӗсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, каҫхи ҫапӑҫури ракета ҫути пек ҫуталаҫҫӗ.

— «…Ваши глаза сверкают, как очки моего противогаза, и освещают, как ракета во время ночного боя.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем темиҫе ҫулӑмпа ҫуталаҫҫӗ тейӗн.

Можно было подумать, что они фосфоресцируют.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех