Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫут сăмах пирĕн базăра пур.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫут ҫанталӑк та кӳрентермерӗ: ӑшшине те, ҫумӑрне те хӗрхенмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Сӑнаса тӑратпӑр та, конкурса хутшӑнакансен йышӗнче аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑксем те пур, вӗсем пурте – ҫут ҫанталӑкӑн черчен ҫуррисем.

Присматриваюсь и вижу, что среди участников конкурса есть не только старшее поколение, но молодежь, и все они – прекрасная половина природы.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вӗсен ҫемйинче 6 ача ҫут тӗнчене килеҫҫӗ: Васса (1914 ҫ.), Аверкий (1918), Георгий (1921), Юлия (1925), Пимен (1928), Августа (1932).

У них в семье родилось 6 детей: Васса (1914 г.р.), Аверкий (1918), Георгий (1921), Юлия (1925), Пимен (1928), Августа( 1932).

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Тӑван чӗлхе — эсӗ ҫут тӗнчере хӑв камне ӑнланса илме пултаракан кӗвӗ.

Родной язык — ты музыка, позволяющая понять кто сам я.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Атте-анне ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайсассӑн пирӗн йӑх пуҫӗ — хам.

Когда родители уходят со света, глава нашего рода — я сам.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ҫут ҫанталӑка юратмасан, унпа калаҫмасан, ӑна туймасан нимӗн те ҫырӑнмасть.

Если не любишь природу, если не разговариваешь с ней, если не чувствуешь ее, ничего не напишешь.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫут ҫанталӑк илемӗ, ӳсентӑран тӗнчи, ҫӗр анне пуянлӑхӗ пирки.

— О красоте природы, мира растений, о богатстве земли-матери.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, клуб тутарнӑ ҫӗре те хастар хутшӑнтӑм.

Провели природный газ, принимал активное участие в строительстве клуба.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӗрчун тӗнчипе ҫут ҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑкӗсене хӳтӗлекен тата вӗсемпе усӑ курассине йӗркелекен дирекци ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркӗн наукӑн аслӑ сотрудникӗ Ринур Бекмансуров ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Муркаш районӗсенчи вӑрманта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче иртекен уявсенче Михайловсемшӗн хускану тӗпре.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шел, Альӑпа Артурӑн тӑван амӑшӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ: ҫакӑн ҫинчен вӗсене тӑванӗсем ӑна пытарса тирпейленӗ хыҫҫӑн чылайран кӑна пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Юрий Аркадьевич ҫут тӗнчери хӑйӗн тӗллевне чунӗпе, ӑсӗпе ӑнланнӑ та ӑна куллен пурнӑҫа кӗртет.

Юрий Аркадьевич понял душой, умом для чего он пришел в этот мир и каждый день воплощает его.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Сывлӑха упрама тата ӗмӗре вӑрӑмлатма апатлану тытӑмӗнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен ҫут ҫанталӑкри «чӗрӗ» апат патне таврӑнма сӗнеҫҫӗ.

Чтобы сберечь здоровье и продлить жизнь диетологи не зря советуют вернуться к технически необработанной "здоровой" пище.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Вӗсем ҫут ҫанталӑк ытамӗнче пулма юратаҫҫӗ.

Они любят бывать в объятиях природы.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Тӑм — ҫут ҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле усӑллӑ сорбенчӗ.

Глина — удивительно полезный сорбент природы.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Ҫу ачасене ҫут ҫанталӑк илемне курма хӑнӑхтармашкӑн чи меллӗ вӑхӑт пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫут тӗнчерен кайнисене сума сӑвасси пирӗн тивӗҫ, пирӗн парӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫут тӗнчене килекен ҫӗнӗ ҫынна, ҫӗнӗ чуна Тухӑҫран килекен, пуҫланакан Ҫӗнӗ кунпа танлаштарнӑ.

Появляющегося на свет нового человека, новорожденного сравнивали с Новым днем, приходящего, начинающего с востока.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ӗлӗкхи мӑн асаттесем чӑн чӑваш тӗнне, йӑли-йӗркине, ҫут ҫанталӑк саккунне пӑхӑнса масара ялӑн хӗвеланӑҫ енне тунӑ.

В старину наши прадеды, соблюдая настоящую религию чуваш, обычаи, законы природы, расположили кладбище на западной стороне деревни.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех