Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫут сăмах пирĕн базăра пур.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре 2024 ҫула экологи культурине тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассине халалланӑ.

В Чувашии 2024 год посвящен экологической культуре и бережному природопользованию.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах ҫут тӗнче пирки шухӑшласа пуҫне ҫӗмӗрнӗ чухне те унӑн шухӑшӗсем социаллӑ ыйтусем патне ҫаврӑнса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл ватлӑхра та ҫут тӗнче тытӑмӗ пирки шухӑшлама пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл чӑннипех те философилле сӑвӑ: унта, ҫут тӗнчен тӗрлӗ пулӑмӗсене (явленийӗсене) илсе, философийӗн пӗр ӑнланӑвӗн тупсӑмне уҫса панӑ, ӑнлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хула Данири Ҫут ӗҫӗн вучахӗ пулса тӑнӑ; шӑпах кунта Струэнзе тухтӑр, Тройца чиркӗвӗн (паянхи кунччен упранса юлнӑ) пасторӗ, Данире чи малтан хӑйӗн пациенчӗсене чечче чирӗнчен прививка тунӑ.

Город стал очагом датского Просвещения; именно здесь первым в Дании прививал пациентов (от оспы) доктор Струэнзе — сын пастора церкви Троицы, сохранившейся до настоящего времени.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хупӑ Ҫут тӗнче теорипе килӗшӳллӗн М 83 галактика пӗтӗм тӗнче уҫлӑхӗн тепӗр енчен курӑнакан М 31 Андромеда галактики текен экзотикӑлла шухӑш каланӑ пулнӑ.

В начале XX века в соответствии с теорией замкнутой Вселенной высказывалось экзотическое предположение, что галактика M 83 это галактика Андромеды M 31, видимая с обратной стороны через все мировое пространство.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Ку ӗҫе Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулӗнче те, республика шайӗнче пӗлтернӗ Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗнче те малалла тӑсӑпӑр.

Данную работу продолжим в следующий Год семьи, объявленный Президентом России, и в Год экологической культуры и бережного природопользования на республиканском уровне.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Вӑл ҫут тӗнчене тытса тӑрать, пурнӑҫа илем кӳрет, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Белковсен виҫӗ ача ҫут тӗнчене килет: Пантелей (1921 ҫ. ), Николай (1923 ҫ. ), Павел (1927 ҫ. ).

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Паянхи сӑмах Д.А.Акчурин ҫинчен пулӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнӗренпе кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тем чухлех ҫӳреҫҫӗ халь ҫут тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам пӗлет, тен, уншӑн та ҫут тӗнчере пурнӑҫ юлташӗ тупӑнӗ-ха, вӑрҫи кӑна часрах пӗттӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрӑ пире ҫут тӗнчене юратма, хуйха-суйха ҫухатма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ак мӗнле уҫӑлтарать иккен ҫынна ҫут тӗнче!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лампа ҫут, — терӗ Сантӑркка, ҫиелти кӗпине тупса тӑхӑнкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лампуна та ҫут.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хунарна ҫут та малтан ху кӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫут ҫав! — хыттӑн калаҫрӗ Раюк Ҫтаппанӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ-амӑшне йӑлӑнса макӑрса тилмӗрчӗ Улька: — Качча парӑр мана Эрхипе, ҫут тӗнчере пӗр ӑна ҫеҫ юрататӑп, — терӗ, чунран йӑлӑнса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӗветӗр, — терӗ Мария Тимофеевна, — каҫ пулсан клубра чи пысӑк лампусене ҫут, урайне тасатса ҫуса кайччӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех