Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурчӗсенче (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулсенче те, ялти культура ҫурчӗсенче те окоп ҫуртисем те хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/

Ҫак конкурса Чӑваш Енри вулавӑшпа культура ҫурчӗсенче тӑрӑшакансем валли йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Тинӗс ҫинче тӑсӑл тухсан, кайӑк тытас ӗҫ нумайлӑха чарӑнса ларнӑ, вара луораветлансем хӑйсен мӗнпур запасӗсене пӗтерсе, хӑйсен ҫурчӗсенче апат-ҫимӗҫсӗр тата сивӗре ларнӑ.

Когда на море поднималась буря, охота надолго прекращалась, луораветланы, израсходовав свои запасы, сидели в своих жилищах без пищи и без отопления.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

XIX ӗмӗрте ҫӗршывӑн официаллӑ ҫурчӗсенче Раҫҫей империйӗн хура-сарӑ-шурӑ ялавӗ ҫакӑнса тӑнӑ.

В XIX веке на официальных зданиях страны развивался черно-желто-белый флаг Российской империи.

Путин Раҫҫее Патшалӑх ялавӗн кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3397960

Ҫынсем харпӑр хӑй ҫурчӗсенче пурӑнма кӑмӑл тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Юманлӑхпа Шӗмшеш культура ҫурчӗсенче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттерме регионти конкурса хутшӑнмалла, проектпа смета докуменчӗсем хатӗрлесе патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Культура ҫурчӗсенче ӑсталӑха туптама, пултарулӑха ӳстерме кирлӗ кӗвӗ хатӗрӗсем ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Пӗлӳ ҫурчӗсенче салтаксен ачисем тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ, ача садне ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ, патшалӑх вӗрентӳ учрежденисене черетсӗр вӗренме кӗртеҫҫӗ, лагерьсенче канаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче, бассейн пур вӗрентӳ ҫурчӗсенче ачасем инструкторсемпе тӳлевсӗрех ишме вӗренме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Пӗлетпӗр, эсӗ ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакансене, чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе уйрӑм концертсене хутшӑннӑ, хӑв та йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсенче апатлантару ыйтӑвне пысӑк тимлӗхре тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем, тематика каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Тӗлпулусенче «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамблӗ, Тӑвайри Мучарти культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсем концерт номерӗсемпе савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Кӗнекере асӑннӑ мӑнастир ҫурчӗсенче иртнӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, ун хыҫҫӑн та ача ҫурчӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Пӗлтӗрхи июнӗн 1-мӗшӗнчен вара хӑна ҫурчӗсенче, кафесемпе ресторансенче, суту-илӳ ҫурчӗсенче, инҫе ҫул ҫӳрекен пуйӑссенче, карапсем, чукун ҫул платформисем ҫинче туртма чаракан йӗрке те вӑя кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Пӗрремӗш курсра пӗлӳ пухнӑ вӑхӑтра техникум ҫурчӗсенче Вӑрнарти госпитальсенчен сывалса тухнӑ салтаксенчен йӗркеленӗ Хӗрлӗ ҫар чаҫӗ тӑнӑ пирки занятисем Кив Мӗлӗшре иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Революци хыҫҫӑнах мӑнастире хупнӑ, 1919–1922 ҫулсенче ун ҫурчӗсенче учительсем хатӗрлекен виҫӗ ҫуллӑх курссем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Районти лавккасемпе суту-илӳ ҫурчӗсенче тӗрлӗ тавар ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/

Ефремов хуҫа ҫурчӗсенче Чӑваш обкомӗпе облӗҫтӑвком учрежденийӗсем вырнаҫнӑ, служащисем уйрӑм хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шуррисене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн гимнази ҫурчӗсенче халӗ ҫар чаҫӗсем вырнаҫнӑ иккен; университетра та салтаксем, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех