Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурчӗсем (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Повалиха шывӗн ҫӳллӗ ҫыранӗ хӗрринче ларатчӗҫ завод ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ун бригадисене йӑла ҫурчӗсем тунӑ ҫӗртен тытаҫҫӗ те е гараж, е склад, е тата кантур тунӑ ҫӗре куҫарса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫурчӗсем пӗр-пӗринпе сыпӑнчӗҫ, эретленчӗҫ те, тӳп-тӳрӗ урамсем пулса тӑчӗҫ, кантӑксемпе панельсен ҫути тинӗс ҫийӗ пек сенкер кӑваккӑн ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Вӗсен ҫурчӗсем кивелнӗ майӗпе эпир малалла ҫӗнӗ шкул тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

Паллӑ, пулкалать тепре чухне, уйрӑм хӑш-пӗр ялсенче каҫ кӳлӗм культура ҫурчӗсем хупӑ пулни.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Ку пӗлӳ ҫурчӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ ачасен сассипе тулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Шупашкарта «Хӗвеллӗ», Ҫӗнӗ Шупашкарта 9-мӗш микрорайонсенче тата Кӳкеҫре пӗлӳ ҫурчӗсем 2024-мӗш ҫул вӗҫӗнче алӑкӗсене уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

Хыҫра, ҫывӑхрах, заводӑн пысӑк чул ҫурчӗсем ҫуталса лараҫҫӗ, станоксен шавӗ лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Тепӗр кунне Кирик ял пуҫӗнчи ферма ҫурчӗсем хыҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсен кӑвак тӗтӗм пашлаттаракан «Беларусь» тракторне Виссарион Игнатьевич ани ҫинче чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хура Качакана каймалли тӑкӑрлӑк тӗлӗнче клубпа магазин ҫурчӗсем юнашарах вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ак Чӗкеҫ ҫӗрине кӑларас умӗн Юррине те юрлаҫҫӗ урӑхла тӗслӗ мӗн: «Ылтӑнах та хапха, кӗмӗл тӑпса, Эпир каяс пуян ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫурчӗсем хушшинче, килкарти варринче Вуникӗ туратлӑ лапсӑркка ват юман.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑн пекех пуҫару проекчӗсен хӑвачӗ-пе Нӳшкасси, Ҫӗнӗ Ишпуҫ тата Чӳкҫырми ялӗсенче модульлӗ культура ҫурчӗсем хӑпартса лартӗҫ (пӗтӗмӗшле сумми 17,8 млн тенкӗлӗх).

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тусман йӗркен лартса тухнӑ выльӑх ҫурчӗсем хушшипе шӑршласа иртет, унтан пӗр кӗтесре ҫутӑ курӑнакан пысӑк ҫурт еннелле чупса каять.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Культура ҫурчӗсем, клубсем, вулавӑшсем, ҫав шутра тӗслӗх вулавӑшсемпе ӳнер шкулӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва туллин тӗрлӗ енлӗн аталанса пымалли тӗп базӑсем пулса тӑраҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ вӑл хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

то и дома культуры, и клубы, и библиотеки, в том числе модельные библиотеки и школы искусств, создавая хорошую базу полноценного, разнонаправленного развития, прежде всего, подрастающего поколения», — заявил он в своем предисловии.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Ак ҫавӑн чух Ленин каллех ачасене выҫлӑхран хӑтарма ача ҫурчӗсем уҫма хушать.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юлашки ҫулсенче ялта магазинсем, столовӑй, буфет, кафе, больница ҫурчӗсем ӳсе-ӳсе ларчӗҫ: чун савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнче пытанса ларать, ытти чӑваш ялӗсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле; анчах, тӗсерех пӑхсан, уйрӑмлӑхӗ пурах: ял варринчи пысӑк йывӑҫ чиркӳ, вулӑс кантурӗ, ҫӗрме пуянсемпе пупӑн капмар ҫурчӗсем, икӗ хупах инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Выльӑх-чӗрлӗх фермисем пӗр ҫӗререх пуҫтарӑнса ларнӑ, аякран пӑхсан, вӗсен ҫӗнӗ пысӑк ҫурчӗсем пӗр-пӗр поселок евӗр курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ферма ҫурчӗсем йӑлт кивелсе ҫитнӗ, аякран пӑхсан, тислӗк купи пек курӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех