Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурчӗсем (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Семинара пӗтӗмлетнӗ май, Елизавета Матюшова Чӑваш Республикин культура министерствин ял тӑрӑхӗсенче 50, 100, 150 ҫын вырнаҫмалла Культура ҫурчӗсем хӑпартасси ҫинчен калакан йышӑнӑвӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ялти Культура ҫурчӗсем нумай функциллӗ центрсем евӗрлӗ пулмаллине палӑртса хӑварнӑччӗ, унта пыракансен тӗрлӗ енлӗ информаци илме май пулмалла тесе ҫирӗплетнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Унсӑр пуҫне ялсенчи культура ҫурчӗсем ҫумӗнче спортпа сывлӑх клубӗсен ӗҫне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

«Ял территорийӗсене аталантарасси — пирӗн ӗҫри пӗлтерӗшлӗ направлени, мӗншӗн тесен ҫакӑ ял ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать. Ҫӗнетнӗ культура ҫурчӗсем — ял ҫыннисене илӗртекен, вӑхӑта усӑллӑ ирттерсе канма май паракан центрсем», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ О.Николаев.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Шурут вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, Шурут тата Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчи культура ҫурчӗсем, Тутар-Шурут клубӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе ансамбльсем куракансене хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Анчах унта Нина Ивановнӑсен тата Лидӑсен йывӑҫ ҫурчӗсем вырӑнӗнче пысӑк чул ҫурт — вӑтам шкул ҫӳрчӗ илемленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ишӗлсе пӗтнӗ ферма ҫурчӗсем, ырханланса кайнӑ выльӑх-чӗрлӗх, председательсене шанма, ӗненме пӑрахнӑ, сивӗрех сӑнлӑ колхозниксем…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Одишӑри культ ҫурчӗсем валли Deuḷa сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ.

Для культовых построек в Одише используют слово Deuḷa.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Урамӗсем еплерех аслӑ пирӗн, ҫурчӗсем кервен.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Чи ҫӳлли — ӗлӗкхи чиркӗве пӑсса ҫӗнетнӗ клуб, ун хыҫнерех, сад ҫумӗнче, — шкул ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурчӗсем самай юсавлӑ, карта-хури те ҫӳллӗ, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла ҫӗнетсе пыраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пур-ҫук ҫурчӗсем юхӑнса кайнӑ, ҫуралнӑ пӗр ачисем тарса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑма ҫуракан заводсем тӗлӗнче тата юханшыв ҫивчӗ те пӗренесем выртаҫҫӗ; чалӑшшӑн сарнӑ кӗперсем тӑрӑх вӑл пӗренесене завод ҫурчӗсем ӑшнелле турта-турта кӗртеҫҫӗ.

Бревнами покрыта и река у лесопильных заводов; их втаскивают по наклонным настилам в здания заводов.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Каҫсерен вара электричество ҫуттипе ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларакан комбинат ҫурчӗсем ҫинчен пӗлӗтелле ӳкнӗ ҫутӑ темиҫе вунӑ километртан курӑнса тӑрать.

По вечерам за десятки километров видно зарево над залитыми электрическим светом зданиями комбината.

Березники // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кола ҫурутравӗн ҫурҫӗрти ҫыран хӗрринче пулӑҫӑ ҫурчӗсем, пулӑ базисем ӑҫта кирлӗ унта сапаланса лараҫҫӗ.

На северном берегу Кольского полуострова в разных местах разбросаны рыбачьи становища, рыбные базы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Поселокра 8 пин рабочи пурӑнать. завод ҫурчӗсем чылай пысӑк участок ҫӗр йышӑнса лараҫҫӗ.

Большой участок земли занят здесь почти исключительно постройками.

Пирӗн шкул таврашӗнчи ҫӗрпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шоссен тепӗр енче поселокӑн пӗчӗк ҫурчӗсем лараҫҫӗ, ансӑр урамсем выртаҫҫӗ.

По другую сторону шоссе видны домики поселка и узкие улицы.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӳкерчӗк ҫинче эпир шкул участокӗпе юнашар хӗвеланӑҫ енче те, хӗвелтухӑҫ енче те поселокӑн пӗчӗк ҫурчӗсем хӑйсен ҫумӗнчи сад пахчисемпе ларнине куратпӑр.

По снимку видно, что к школьному участку с запада и с востока близко подходят домики поселка с садами и огородами.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Завьялов малалла утрӗ, ак ӗнтӗ пулӑҫсен ҫурчӗсем те пӗтрӗҫ, ун умӗнче тайга, сивӗ кӳлӗ тата вӗсене уйӑракан асфальт сарнӑ шоссе кӑна юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне урамӗ те урӑхла пулнӑ пулӗ-ха — ҫурчӗсем те, асфальчӗ те, ҫыннисем те — пурте!

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех