Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуртсен (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каллех кавара килмерӗ: вырӑнтан хускалчӗ те васкамасӑр, пуҫне пӗшкӗртсе ҫуртсен хушшинелле мӑкӑлтатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Силуэтланса хуралса тӑракан пурӑнмалли ҫуртсен (ку таврашра ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫлекен предприятисем, хапрӑк-савӑтсем ҫук пулас) пӑч-пач чӳречисенче мӗлтлетекен имшер, вӗтӗлти ҫутӑсем те ыйхӑ пусса килнӗ ҫыннӑн сӳрӗк халсӑр куҫӗсем евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫуртсен чӳречисенче имшер ҫутӑ мӗлт-мӗлт мӗлтлеткелет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хула комитечӗн инструкторӗ Виктор юлташ ҫителӗксӗр ертсе пынине пула эсир листовкӑсем сарас, ҫуртсен стенисем ҫумне лозунгсем ҫапас, демонстрацисене хутшӑнас, халӑх пухӑвӗсене ҫӳрес ӗҫсене пачах та хутшӑнман.

Руководство движением в лице инструктора товарища Виктора не сумело мобилизовать вас на участие в таких наших кампаниях, как распространение листовок, вывешивание лозунгов на стенах домов, участие в демонстрациях, в массовых собраниях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Магазинсенчи йӗркене тӗрӗслекен комисси членӗ, халӑх контролӗн штатра тӑман инспекторӗ, коммуналлӑ ҫуртсен комитечӗн председателӗ, «Пӗлӳ» обществин лекторӗ, местком председателӗ, кружок руководителӗ — пурӗ вунпилӗк ӗҫ ман.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Тепӗр ҫур сехетрен ҫуртсен тӑррине, йывӑҫсем ҫине улӑхса ларнӑ ачасем: «Килет! Килет!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӳпере хӗвел кустӑрми ялкӑшать, ҫуртсен аркинчен ӑмӑртмаллах тумла тумлать.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Ҫав ҫуртсен вырӑнне икӗ хутлӑ кермен туса лартнӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Юлашки ҫулсенче ӳссе ларнӑ ик-виҫӗ хутлӑ ҫуртсен урамӗпе вӑрмана тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫунакан ҫуртсен ҫывӑхне те пыма ҫук: ҫӗр-ҫӗр аллӑ метртах тӳсме ҫук пӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗссипе, вӗсем хутшӑнмасӑр Росреестр патшалӑх тивӗҫтерӗвне кӳреймест: пӳлӗмсемпе ҫуртсен тата сооруженисен техника планне, ҫӗр участокӗсен мишавай планӗпе чиккисене палӑртнин актне, объекта учетран кӑларма тӗрӗслев актне хатӗрлеме кадастр инженерӗсен кӑна полномочи пур.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Ҫулла, акӑ, Вӑрнарта кил картишӗсен территорийӗсене комплекслӑ аталантарас программӑпа килӗшӳллӗн Ж.Илюкин урамӗнчи 42-мӗш, Гагарин урамӗнчи 44-мӗш ҫуртсен территорийӗсенче пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ – ҫӗнӗ тротуарсем хывнӑ, парковкӑсене, ҫуртсем патне пыракан ҫулсене ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Ҫурхи вӑйсӑр хӗвел тӳпен пӗр хӗррине кайса усӑннӑ та ҫуртсен тӑррипе ҫеҫ чалӑшшӑн ҫутатать.

Обессиленное вешнее солнце висело на краю неба, никак не решаясь скатиться на ночлег, и высвечивало красным цветом макушки деревьев и крыш.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ватти-вӗтти килти альбомсене пӑхса тухса ӗлӗк район центрӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен, урамсен, хуралтӑсен тата ытти вырӑнсен сӑнӳкерчӗкӗсене тупар.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

«Эсир калакан ҫурт, чӑнласах та аварийлӗ ҫуртсен йышӗнче. Ӑна регион программине кӗртнӗ. Сире шантарсах калатпӑр, ҫӗнӗ хваттерпе тивӗҫтерме плана кӗртнӗ», – тесе ырӑ хыпара каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Шӑхасан салинчи Ял хуҫалӑх техникин урамӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен картишӗсемпе таврари лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d1%83%d1 ... %d0%b0cce/

Ялта ӳснӗ май хулари ҫуртсен картишӗсенче тата кану паркӗнче вырнаҫтарнӑ ярӑнчӑксем хӑйсем патне уйрӑмах кӑчӑк туртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн Хучел ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Григорьевсен, Сиккасси ял тӑрӑхӗнче — Бабановсен тата Асхва ял тӑрӑхӗнче — Кондратьевсен нумай ачаллӑ ҫемйисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑтлӑ ҫуртсен уҫҫийӗсене алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫуртсенче кӗтсе илнӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bde- ... bb%d0%bde/

Пӗчӗкрех ҫуртсен мӑрйисем ҫеҫ курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Ҫуртсен умӗнчи сукмаксене кӗрт хӳсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех