Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуррипе (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Перекетлӗ тыткалас пулать какая, перекетлӗ тытмасан, каллех выҫӑ ларӑпӑр, — терӗ Кирук, кӑвакал ҫуррипе чул хушшине, сивӗ ҫӗре, пуҫтарса хурса.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Парамун шинельне илсе хӑрах аркине путса кӗнӗ кивӗ вырӑнӗ ҫине сарчӗ, ҫуррипе витӗнсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗтӗм утравне ҫухатиччен, пишсемпе килӗшсе, ҫуррипе те пулин усӑ курсан авантарах пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Рабочисене ӗҫ укҫи килӗшнинчен ҫуррипе ҫеҫ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Илесех тесен, ҫуррипе кӗтмелле те панӑ пулӑттӑм, эсир ют ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Улӑп Чун мӗн пур кӗсйине тавӑрса пӗр чикарккӑлӑх тапак тусанӗ, лапчӑннӑ пирус ҫуррипе кивӗ хут татки тупрӗ, ҫаксенчен туртмалли евӗрскер майлаштарчӗ.

Душка Гигант, вывернув все карманы, нашел в них щепоть сигарной пыли, половину раздавленной папиросы и старую записку; из этого он свернул нечто курительное.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Ну, юрӗ, ҫуррипе те ҫырлахӑп.

Ну, ладно, полбутылки.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫуррипе виҫҫӗ, урӑх пӗр пус та катӑк мар..

— С половиной три и уж ни копейки меньше.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Пӑрӑнӑҫ тӑватӑ румба ҫитрӗ, тепӗр май каласан, тӳрӗ кӗтесӗн ҫуррипе танлашрӗ.

Отклонение это достигло четырех румбов, то есть половины прямого угла.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ачан ҫуррипе мӗн тумалла вара?

А на что годится половина?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Малтан ҫӑкӑр татӑкӗпе сыр хуппи пӑрахрӗ, унтан пӗр татӑк какай, пӗчӗк кукӑль ҫуррипе чӑх шӑммисем пӑрахса пачӗ.

Сначала он дал ей хлеба и зеленую корочку сыра, потом кусочек мяса, полпирожка, куриных костей.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫук, ӑҫтан унта, вӗсем унӑн ҫуррипе те ҫапла вӑйлӑн ырӑ курайман.

Нет, как можно, они не наслаждались ею и вполовину так сильно.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ҫулталӑк пуҫламӑшне нурӑс (иран сӑмахӗ ноу «ҫӗнӗ», рус «кун» тенине пӗлтерет) уйӑхӗнче (вӑл малтан март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килнӗ) палӑртма пуҫӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Вӑл вӑхӑт (ҫу уйӑхӗ) хальхи майӑн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

6. Юнӑн ҫуррине илсе, Моисей ӑна тирӗксене янӑ, тепӗр ҫуррипе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; 7. унтан халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ.

6. Моисей, взяв половину крови, влил в чаши, а другою половиною окропил жертвенник; 7. и взял книгу завета и прочитал вслух народу, и сказали они: все, что сказал Господь, сделаем и будем послушны.

Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех