Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулӑсен шухӑшӗсем пурнӑҫа кӗрӗҫ, чи кирли – иккӗленӳ ҫуратакан предприятисемпе ҫыхланмалла мар,сӑнран илӗртӳллӗ палламан ҫынсене те ӗненме тӑхтӑр.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ача ҫуратакан хӗрарӑмсем кӑна уйрӑм ҫуртра вырнаҫнӑ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ун хыҫҫӑнах виҫҫӗмӗшӗ талпӑнса тухрӗ, шанманлӑх ҫуратакан нимӗнле япалана та асӑрхаман, саланкӑр куҫӗсене йӑлтӑртаттарчӗ те — курӑнмасть ӗнтӗ; ҫак самантра тин Стар, хӑй кунтине кӑтартас мар тесе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Инҫе вӗҫ йыхӑрать, вара эпӗ тӗлӗнтермӗш ҫуратакан пытанчӑк вӑрттӑнлӑхсене хирӗҫ ыткӑнтӑм.Далекий конец звал, и я бросился навстречу скрытым чудодейственным таинствам.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
2. Социаллӑ сӑлтавпа, раса, наци е тӗн сӑлтавӗпе курайманлӑх, тӑшманлӑх ҫуратакан пропаганда е агитаци пулмалла мар.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавхалантаракан ытарайми вӑхӑт.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ӗнер кӑна-ха тӗксӗммӗн курӑнакан, ҫавна пула салху шухӑшсем ҫуратакан тавралӑха чун кӗчӗ тейӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак чунра ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх ҫуратакан ҫамрӑклӑх уявӗ пӗтӗм республикӑри аслӑ пӗлӳ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакан 62 пин ытла вӗренекене пӗрлештерет.
Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/01/25/news-3762227
Вӑл историри ҫак чи пысӑк оптимист ҫине, — йывӑрлӑхсен чи йывӑр минучӗсенче те, ҫак йывӑрлӑхсем хӑйсемех ҫуратакан ҫӗнӗ япалана, кӗрешӳрен ҫӗнтерсе тухмалли хӗҫпӑшал вырӑнне усӑ курма май паракан япалана таҫтанах курма пӗлнӗ ҫын ҫине, — ытараймасӑр савӑнса пӑхса ларать…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Эп мӗн калатӑп-и? калатӑп: кун пек ывӑл ҫуратакан ашшӗ телейлӗ; ӳпкелешсе калани ытлашши ӑслӑ сӑмахах мар-ха вӑл, ӑслӑ сӑмах ҫакӑ пулса тӑрать: сӑмах, инкек курнӑ ҫынтан кулмасӑр, ун кӑмӑлне ҫӗклеме пултартӑр, шыв ӗҫсе сывлӑш ҫавӑрнӑ урхамаха шпорсем вӑйлӑн хускатса янӑ пек вӑй-хӑват патӑр.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн пӳлӗмӗсемпе сачӗ пысӑках та, пуянах та пулман, анчах вӗсем пурте типтерлӗ, таса тӑнӑран тата лайӑх вальс е полька ҫуратакан ансат савӑнӑҫа палӑртнӑран, хӑнасем мухтас шутпа усӑ куракан тетте сӑмах Анна Дмитриевна сачӗпе пӳлӗмӗсене ҫав тери килӗшет.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн ҫӗршывра Артамонов капиталистсем кӑна мар, вӗсене ҫуратакан сӑлтав та ҫук.У нас в стране нет не только капиталистов Артамоновых, но и причин, которые их порождают.
«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.
Манӑн нервӑсем пӑсӑлчӗҫ пулмалла, ача ҫуратакан хӗрарӑм йынӑшнине тӳсме пултараймастӑп.«Нервы, что ли, испортились у меня, что не могу выносить криков роженицы?
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Анчах, ҫутӑ курнипе чунра сасӑ ҫуратакан хӗлӗхсем ачан чӗринче ӗмӗрлӗхех татӑлнине пӗлтерет-и-ха ҫакӑ?
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Пуринчен малтан ашшӗне, вӑл ӑна тунӑ; унтан ӑна ҫуратакан амӑшне; кайран ӑна пӑхса ӳстерекен вӗрентекене; унтан хӑй ӳснӗ хула аллине; кайран тӑван ҫӗршыв-амӑшне; унтан ӑру пуҫласа яракана, этемлӗхе.
V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Аман ҫуратакан пӗсехе!..
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ӑна пӗрремӗш хут итлет, вӑл ун сӑмахӗсен шухӑшӗнчен мар, ҫав сӑмахсене ҫуратакан туйӑмӑн вӑйӗнчен тӗлӗнет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл темшӗн ӑна чарма тӑрӑшрӗ, унӑн Людмилӑна уйрӑмах савса ачашласси килчӗ, Егор ҫинчен юратупа хурлӑх ҫуратакан ӑшӑ сӑмахсем калас килчӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах ку хӗрхенӳ — харпӑр хӑй вӑйсӑр пулнине пӗлнипе кичем ҫилӗ ҫуратакан ытлашши хӗрхенӳ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.