Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫупӑрласа (тĕпĕ: ҫупӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи хӗвел шевли каччӑ ҫывӑракан пӳлӗме йӑпшӑнса кӗчӗ те ӑна питӗнчен ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа ӑшӑтрӗ, тутлӑ ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Маттурскер эсӗ, мӗнле ман пата чупса килме пӗлтӗн? — пӑлханса тухакан сассине палӑртас мар тесе, ачана ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрарӑм хӗрачана хулпиҫҫинчен ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Хӗрӗм, мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Маюк инке, Маринене ҫупӑрласа.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Малти урисемпе вӑл, чӑнах, хурт вӗлли ҫупӑрласа тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пурттине те Петӗртен туртса илеймерӗм тесе, хам ытамри йывӑҫа тата хытӑрах ҫупӑрласа кӑшкӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ахӑлтатса кулса ярать, мана ҫупӑрласа ҫурӑмран лӑпкать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мӗлке пӑралукпа хурама вулли ҫумне ҫавӑра-ҫавӑра ҫыхнӑ шӑнкӑрчӑ вӗлли патне хӑпарса ҫитрӗ, аллипе ҫупӑрласа пӑхрӗ, хӑлхине хурса та итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑшал сассине илтнӗ Тарье ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, икӗ ачине ҫупӑрласа: «Распуй! Вӗлереҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса, коридорпа кайри пӳртелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук савнӑ тусне чӑп! чуптуса илчӗ, аллисене вӗҫертсе, уйрӑлса кайма та тӑчӗ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тӑруках вӗҫерӗнеймерӗ: йӗкӗт ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ те — хӗрӗн вут пек вӗри тути ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑтса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр ӑшӑ аллисемпе йӗкӗте ҫепӗҫҫӗн питӗнчен ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пукана шутарса Хрестукпа хире-хирӗҫ ларчӗ, ӑна аллисенчен ҫупӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ӑна ҫупӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Секретарьте Кӑтра мар, эсӗ пулмалла, — терӗ те Сергей, хӗре ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл темиҫе утӑм ярса пуссах ун умне ҫитсе тӑчӗ, кӑкӑрӗнчен ҫупӑрласа тытса, урайне сӗтӗрсе антарчӗ, уринчи ҫӑматтисемпе купарчинчен, ҫурӑмӗнчен тапкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Петӗр сылтӑм аллипе Анюка ҫинҫе пилӗкӗнчен ачашшӑн ҫупӑрласа тытрӗ те хӑй ҫумнерех чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне ерипен ҫӗклесе хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ, никама ним сӑмах каламасӑр килӗ еннелле хыпаланса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вара кӗрнеклӗн тӳрленсе тӑчӗ те уҫӑ, янравлӑ, ҫав хушӑрах чуна ҫупӑрласа ачашлакан илемлӗ сасӑпа вӑйӑ кӗвви пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт хӗре, аллинчен ҫупӑрласа тытса, крыльца патнелле ҫавӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех