Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫупса (тĕпĕ: ҫуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миша сӑмахне, Иринӑсӑр пуҫне, пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса юлнӑ кӗрт кавирӗ ҫинче Хӗлимун алӑ ҫупса ташлать.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман каласа пӗтерсен, залри халӑх пӗр хушӑ шӑп ларчӗ, унтан пурте харӑссӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пур коллектива та алӑ ҫупса саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Иртнӗ юнкун Комсомольскинчи культура ҫуртне аннесене халалланӑ концерта пуҫтарӑннисем те сцена ҫинчи кашни номере туслӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Куракансем номерсене кӑмӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхӑн музыки янӑрарӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36678.html

Телейлӗ те туслӑ ҫемьесене курма савӑнӑҫлӑ, ачасем хӑйсен ашшӗсене ӑмӑртусенче хавхалантарса пулӑшнӑ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӑхнӑ.

Было радостно видеть счастливые и дружные семьи, дети эмоционально поддерживали своих пап и бурно реагировали на их успехи.

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Ун пек пулсан, унӑн Скибӑна мӗншӗн ҫупса ямалла пулнине каласа памалла, тӳрре тухма тӑрӑшмалла, хӑй туса хунӑ ӗҫ нервӑсем пӑсӑлнинчен, чирленинчен, тата тем те пӗртен килнине ӗнентерме тӑрӑшмалла пулатчӗ…

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза ӑна питӗнчен ҫупса янӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗрсем алӑ ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ансамбльсенчен пуҫтарӑннисем пуринчен ытларах Вӑрнарти «Салам» ушкӑна, Ванюркинсен ҫемье дуэтне, «Шемурша» дуэта алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

Юбиляр ҫамрӑклӑх ҫулӗсене аса илсе артистсене алӑ ҫупса хавхалантарчӗ, ура тапса пӗрле ташларӗ, вӑрӑм ҫула кӗскетсе уява килнишӗн чӗререн тав турӗ, тӑванлӑха мухтаса малашне те упрама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Арҫын ачана вӑл кӗҫ-вӗҫ ҫупса ярассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куҫӗ те телейпе, те эрех сыпнӑран ҫупса выляса тӑрать, хӑй те кӗҫ-вӗҫ ачалла сиккелеме пуҫлас пек ларать: хулпуҫҫине вӑрт-варт хускаткалать, аллине сулать, ҫавӑрӑнкалать…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Акӑ вӑл пружинӑпа таптарса янӑ пек сиксе тӑчӗ, алӑ ҫупса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мечӗк хӑвалакансене сӑнаса, Пруткин е сывлӑшсӑр пулнӑ пек йӑшӑл хускалмасӑр ларать, е сиксе илет, унталла-кунталла йӑлт-ялт! пӑхкалать, алӑ ҫупса ярать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Фестивале килекен кашни артиста, режиссера, сумлӑ хӑнана алӑ ҫупса тивӗҫлӗн кӗтсе илеҫҫӗ, вӗсене Чӑваш Енре курма хавас пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg

Хӑнасем алӑ ҫупса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Халӑх каллех ала ҫупса ярать, хӗрӳллӗн. кӑмӑлласа…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех