Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтараҫҫӗ (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Броньӑна та персе шӑтараҫҫӗ, ҫунтараҫҫӗ, анчах «мӗнпе ӗнентерӗн» сӑмаха… — Алексей шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӑнлан, Кулюкка: фашистсем пире, турра ӗненмен ҫынсене, ҫеҫ мар, турӑ ҫыннисене те уйӑрса тӑмаҫҫӗ, пӗр ҫылӑхсӑр ачасене чӗрӗлле вута пӑрахса ҫунтараҫҫӗ, ваттисене ҫакаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бомба пӑрахни ҫитмерӗ, пулеметпа ҫунтараҫҫӗ нимӗҫ самолечӗсем — те курсах переҫҫӗ, те курмасӑрах.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем хӑйсен хыҫӗнчи кӗпере ҫунтараҫҫӗ пулсан, вӑл умӗнчине ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нерпа тирӗнчен вӗсем тумтир ҫӗлеҫҫӗ, какайне ҫиеҫҫӗ, ҫуне вут вырӑнне, краҫҫин вырӑнне ҫунтараҫҫӗ.

Из шкур нерпы луораветланы делают одежду, мясо идет в пищу, а жир — на отопление и освещение.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӳртсене пӑспа ӑшӑтмалли батарейӑсем вырнаҫтарса лартрӗҫ те — ҫӗркӑмрӑк е торф брикечӗ ҫунтараҫҫӗ халь, газ чӗртсе апат пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

вилнӗ кайӑксен тушкисене, тӗк-ҫунатне, ӑш-чикне дезинфекци туса биотермика шӑтӑкӗсене хураҫҫӗ е ҫунтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

— Теприсем тата хӑйсем пӗр-пӗр усал ӗҫ тунӑ чухне тӑхӑннӑ тумтирне ҫунтараҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Смала пички-пичкипех Ҫунтараҫҫӗ тӑршшӗпех.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Таня лайӑх ӑнланать: Донбаса фашистсем ҫавӑрса илнӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗ ҫитмест, ҫавӑнпа пӑравуссем те вутӑ ҫунтараҫҫӗ, учрежденисене те вутӑ сахал мар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Делянкӑри ӗҫе пӗтерсен, каснӑ вырӑна тасатса, кӑмпаллӑ туратсене ҫунтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Айӑплӑ ачана йӗмне антарса хулӑпа ҫунтараҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыннисене вӗлереҫҫӗ, япалисене ҫаратаҫҫӗ, килӗ-ҫурчӗсене вут тиверте-тиверте ҫунтараҫҫӗ, кайран хӑйсем тухса тараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурлӑхан е хӑмла ҫырли шӑрши кӗрсе тӑтӑр тесе кӑмака хутса кӑларнӑ хыҫҫӑн хурлӑханпа хӑмла ҫырли туни пӑрахса ҫунтараҫҫӗ.

Для того, чтобы в избе пахло смородиной, малиной, орехами…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваша пӑрҫасем тапӑнчӗҫ тет те ҫунтараҫҫӗ кӑна тет.

И тут накинулись на него блохи.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурте ҫаратаҫҫӗ ӑна, пурте ҫунтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урнӑ пӑлхавҫӑсем пушшех тискер ӗҫ тӑваҫҫӗ: кантура вут тӗртеҫҫӗ, ҫӗнӗ власть лартнӑ ҫынсене вутта пӑрахса ҫунтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Кӗрлет анчах Паймук килкартийӗ кӗркунне: амбарсенче хӑмла виҫеҫҫӗ, чӑпталаҫҫӗ, тиеҫҫӗ ӑна лавсем ҫине станцӑна ямашкӑн, авӑнсенче типӗтеҫҫӗ тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмла пучахӗсене, ҫӗр айӗнчи кӑмакисенче кӳкӗрт ҫунтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа Паймук хуса патӗнче кӗркуннепе кунӗн-ҫӗрӗн хӑмла авӑнӗсенче кӳкӗрт ҫунтараҫҫӗ, типнӗ хӑмлана часрах преслама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анархистсем патша ялавӗсене ҫунтараҫҫӗ.

— Анархисты царские флаги жгут.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех