Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтараҫҫӗ (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вара вӗсем пит хытӑ ҫӗмӗреҫҫӗ: чул сарнӑ урамсене аркатаҫҫӗ, ҫуртсене ишӗлтерсе купасем туса хураҫҫӗ, ҫунтараҫҫӗ, етре катӑкӗсем тавраналла сапӑнса кайса ҫывӑхра тӗл пулакан ҫынсенне пуҫӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ.

Там они производят страшные опустошения: взрывают мостовые, разносят на куски дома, зажигают их и, лопаясь, разбрасывают осколки, которые проламывают череп каждому, кто случится поблизости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шевчук, Струтинский, Новак, Гнедюк комендантски взводри боецсен группипе тӑшмансен цепӗ хушшине кӗрсе кайнӑ та, ҫывӑхранах ҫунтараҫҫӗ.

Шевчук, Струтинский, Новак, Гнедюк с группой бойцов из комендантского взвода врезались во вражескую цепь и били в упор.

Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Карательсем вӑрман касса тӑкнӑ тӗлсене пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, вӑл вырӑнсене хӑйсен пӗтӗм хӗҫпӑшалӗнчен персе ҫунтараҫҫӗ, эпир ҫав касса ӳкернӗ йывӑҫ куписем хӳттинче ларатпӑр пулӗ тесе, вӗсем ҫине ыткӑнса пыраҫҫӗ те, партизансен минисем ҫине тӑрӑнса сирпӗнеҫҫӗ.

Каратели натыкались на лесные завалы, обстреливали их ураганным огнем, думали, что мы сидим за этими завалами, врывались в них и натыкались на партизанские мины.

Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӳрте питӗрӗнсе ларнӑ та ҫунтараҫҫӗ ҫеҫ…

В доме заперлись и лупят…

XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫӗрле вут ҫунтараҫҫӗ; кашеварсем кашни куреньрех пысӑк пӑхӑр хурансемпе пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ; вут хунӑ вырӑнсенче ҫӗрӗпе пӗр ҫывӑрмасӑр хуралҫӑсем тӑраҫҫӗ.

Ночью зажигались костры; кашевары варили в каждом курене кашу в огромных медных казанах; у горевших всю ночь огней стояла бессонная стража.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫынсем ылттӑн хутсене ҫунтараҫҫӗ.

Люди жгли золотую бумагу,

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вутӑ ҫук — типнӗ тислӗк ҫунтараҫҫӗ.

Дров нет — топят сухим навозом.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсене пирӗн тупӑсем пӗр чарӑнмасӑр ҫунтараҫҫӗ.

Они были под огнём наших пушек.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Шкулсене хупнӑ, кӗнекесене ҫунтараҫҫӗ.

Школы закрыты, книги сжигаются.

Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Аха, сирӗн патӑрта вутӑ ҫунтараҫҫӗ.

Ага, у вас дрова жгут.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта шыв тултарнӑ хуран пур, куран айӗнче вутӑ е кӑмрӑк ҫунтараҫҫӗ.

Там котёл с водой и огонь жгут.

Чугун ҫул мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ман алӑсем ҫунтараҫҫӗ, сураҫҫӗ, такам алӑ шӑммисене тӑпӑлтарса кӑларма хӑтланнӑ пек ыратать.

Руки мне жгло и рвало, словно кто-то вытаскивал кости из них.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Партизансем ҫинчен нимӗҫсене пӗлтернӗ кмет ҫуртне ҫунтараҫҫӗ имӗш.

Жгли дом кмета, который донес о партизанах немцам.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

«Яла вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ ӗнтӗ… Ку партизансене мӗнле мур пирӗн яла илсе килчӗ-ши?..» — шухӑшланӑ вӗсем.

«Деревни сожгут… И откуда только их черт принес в наше село…» — думали они.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сербсен ялӗсене ҫунтарнӑ чухне вӗсем ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ иккен: ытти ҫуртсемпе пӗрле вӗсем уборнӑйсене те ҫунтараҫҫӗ; хӑйсемпе пӗрле илсе кайма пултарайман е хӑйсене кирлӗ мар савӑт-сапасене, ҫӗр ҫинчен шӑлса тасатнӑ пурнӑҫӑн палли ан юлтӑр тесе, фашистсем чул пусмасем ҫине пере-пере ватаҫҫӗ.

Они поджигали сербские деревни и при этом, кроме всего прочего, обязательно сжигали отхожие места; они разбивали вдребезги посуду, если не могли унести ее с собой или если она им не приглянулась, разбивали настойчиво и методично о каменные ступеньки, которые не поддавались огню, оставаясь словно мертвый след сожженной и уничтоженной жизни.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ялсене ҫунтараҫҫӗ, ку паллах ӗнтӗ!

Жгут деревни, наверняка!

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫурта ҫунтарса яраҫҫӗ, пӗтӗмпе ҫунтараҫҫӗ

Сожгут дом, сгорит все…

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫырӑвӑн ҫав тӗлти сӑмахӗсем ун чӗрине ҫунтараҫҫӗ пулас.

Которое, повиди-мому, жгло ему сердце:

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пахчасем ҫийӗпе тӗтӗм мӑкӑрланать — пӗлтӗрхи ҫӗрулми тунине ҫунтараҫҫӗ.

Над огородами стлался дым — там сжигали прошлогоднюю ботву.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Партизансемпе ҫыхӑну тытакансене кашнинех персе вӗлереҫҫӗ, ун ҫуртне вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ, ҫемйине лагере яраҫҫӗ.

Каждый, кто поддерживает связь с партизанами, будет расстрелян, дом его сожгут, а семью бросят в лагерь.

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех