Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунатсем (тĕпĕ: ҫунат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав музыка мана пӗрре пӗлӗтелле вӗҫтерсе каятчӗ, вара манӑн ҫунатсем вӑйсӑрланнӑ пек пулатчӗҫ те, эпӗ каллех ҫӗрелле аннӑ пек туяттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Куҫ хупса иличчен ҫав ҫунатсем хӗвеле хупласа хурасла анкарти пек сарӑлса та кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Самантран вӗсемпе танлашрӗ те, сасартӑк ун ҫурӑмӗ ҫинче ҫунатсем сарӑлма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапӑҫури чап ҫунаттисене туять, ҫав ҫунатсем ӑна тыла, пысӑк хулана илсе каяҫҫӗ — унта тӗттӗмлетни те ҫук, урамсем тӑрӑх хӗрсем яланхи (ҫук, яланхи мар!) платйӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, унта кино та пур, клубсем те пур пулӗ-ха, унта ташлама та пулать пулӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Икӗ алли, текех вӗҫейми пулнӑ ҫунатсем пекех, лӑнч усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӳрне хушшине хӗстернӗ ҫунатсем текех уҫӑласшӑн турткаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑштах малалла ӳпӗннӗ, куҫне чарнӑ, ҫӑварне карнӑ, аллисене аманнӑ ҫунатсем пек уснӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Хӑйне курса ларакансӑр вылякан актер вӑл — ҫул тарӑх чупакан самолет, пурте йӗркеллех пулни те, вӑл автомобиль пек ҫӗр ҫийӗн чупать. Куракансем театра пырсан вара — актерӑн ҫунатсем ҫитӗнеҫҫӗ те — ҫав самолет сывлӑша вӗҫсе ҫӗкленет!» — тенӗ А. Д. Попов.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Виҫӗ кун иртсен… вӗҫсе кӗчӗ ман савни усӑ чӳречерен, аллисем вырӑнӗнче — сарлака ҫунатсем.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Чӗпписем ҫитӗнсе, тӗрекленсе ҫитнипе савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ ҫӑмӑл ҫунатсем.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хурӑн, ҫӑка, хырпа чӑрӑш вӑррисен те пур ун пек ҫунатсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Вӗҫме, инҫете кайса ӳксе шӑтма, хунама-ӗрчеме кашни йывӑҫ вӑррине хӑйне май ҫунатсем туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Сана аса илсенех, манӑн шӑм-шак ҫумне ҫунатсем хутшӑнаҫҫӗ, манӑн вӗҫӗмсӗр сана кӑмӑла каякан ырӑ ӗҫ тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫунатсем ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗрле пӗчӗк урасен йӗрӗ хыҫҫӑн хумсем тӑрӑх ҫивӗч ҫунатсем сивлек кукӑрӑлчӑк касса кӑларчӗҫ.

Среди ночи за следом маленьких ног вырезали по волне мрачный зигзаг острые плавники.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑвак зала кӗтӗм; кунти ҫав тери селӗм паркет ҫинче люстрӑсен ҫути, ҫавӑн пекех манӑн урасем чӗр куҫҫи таран сӑнланнӑ; такам ӳкерсе хӑварнӑ кӗл чечек ҫумӗпе иртнӗ май ӑна ҫӗклерӗм те — телейшӗн тесе юла юпрӑм: енчен те чечекре ҫунатсем мӑшӑрлӑ тӑк — паян Моллие куратӑп.

Войдя в голубой зал, где на великолепном паркете отражались огни люстр, а также и мои до колен ноги, я прошел мимо оброненной розы и поднял ее на счастье, что, если в цветке будет четное число лепестков, я увижу сегодня Молли.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ кайӑк пулаймарӑм — йышӑнатӑп — Пур пулин те ҫунатсем, мӗн-ха тӑвас?

Куҫарса пулӑш

Эп ӑнлантӑм ҫӗр чӑнлӑхне // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 24 с.

Ҫунатсем пуласчӗ манӑн — шухӑшлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Эп ӑнлантӑм ҫӗр чӑнлӑхне // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 24 с.

Кӑвакал нартлатрӗ; ҫунатсем васкавлӑн шӑхӑрни шӑплӑха хускатрӗ; унтан вара кӗсменсем тикӗссӗн, тӗттӗмре самаях вӑйлӑн чӑмпӑлтатни каҫхи юхан шывра пӗчченҫӗ сасса куҫса саланчӗ.

Крякнула утка; тишину осенил быстрый свист крыльев; а затем ровный, значительный в темноте плеск весел стал единственным одиноким звуком речной ночи.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Темиҫе минутранах эпӗ шав ытларах вӑйланнине, ҫунатсем хӑвӑртрах авӑсма пуҫланине туйрӑм.

Прошло несколько минут, и я заметил, что шум усилился, а взмахи крыльев участились.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех