Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунатланса (тĕпĕ: ҫунатлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑка ытла хыттӑн шартлаттарса хупса: «Анне! Анне, ҫыру!» — тесе вӗҫсе кӗрсе тӑрать шутсӑрах ҫунатланса кайнӑ Шӑнкӑрч, анчах амӑшне ҫӗр ҫинчи мӗнпур япала кирлӗ пулма пӑрахнӑ тейӗн: епле ларнӑ вӑл хывӑнмасӑрах сак ҫине, мӗнле таяннӑ майласа хунӑ тӳшексемпе ҫытарсем ҫине — ҫаплипех ҫывӑрнӑ та кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Акӑ ҫӳхе те типӗ хӑйӑ вӗҫӗнче ачаш ҫулӑмӑн лӗпӗшӗ ҫунатланса илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эсӗ, атте, ҫунатланса, ҫӗртен уйрӑлса курман.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ырӑ ӗмӗтпе ҫунатланса чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Килне ҫунатланса пырса кӗрсен сак ҫине ларчӗ те пӗр-пӗччен телей ытамне чӑмрӗ — хута салатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫунатланса кӗтеп хай журнала.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ульяна, ҫунатланса ҫӑмӑлланнӑскер, черккесене эрех хӑй тултарчӗ, анчах Испуханов тек тумлам та ӗҫмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Епле ӑна вӑхӑтлӑха та пулин киле чӗнес?» — ӑшӗ вӑркарӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн, вара вӑл тунсӑх ҫӑмхине кустарма пуҫларӗ, шухӑш вӗҫне тухсанах ҫунатланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Чӑнах! — кӗтмен ҫӗртен хаклӑ япала тупнӑ пек ҫунатланса, такӑлтаса илчӗҫ ытти юлташӑмсем те: кӗре сӑн-питлӗ лутра Микишпа ҫутам, шӗвӗр сӑмсаллӑ Улатимӗр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чун-чӗре тинех лӑпланчӗ, шиклӗхе, мӗскӗнлӗхе сирсе, вӑл савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе ҫунатланса илчӗ, хӑюлӑх шерпечӗпе тулса ларчӗ, ача чухнехилле, тӑван анне ытамне пашлатнӑн туйса, ачашланса йӑшассӑм килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк чӗрери вӗри юн пусӑмӗ ырӑ туйӑмсемпе туллин вӑй илнӗрен хӗрӗн чечекленекен пурнӑҫ тапхӑрӗ малалла ҫунатланса хӑпарчӗ, таврари мӗнпур ҫынна пултарнӑ таран ырӑ ӗҫсем парнелеме хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уяв кӑмӑлӗпе ҫунатланса Светлана Гордеева, Валентина Маслова, Альбина Юрату, Зоя Сывлӑмпи, Нина Пӑрчӑкан сӑвӑҫсем хӑйсен хайлавӗсене вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

. Ҫапла шухӑшсемпе ҫунатланса утать Яка Микихвер.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫын юрӑ хӑвачӗпе ҫунатланса кайрӗ, хӑйӗн йывӑр пурнӑҫне те ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫне те, ватлӑхӗ ҫитнине те манчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пахча валли ҫӗр касса парсан, вӑл сасартӑк ҫунатланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл, паянхи ҫӗнтерӳпе ҫунатланса кайнӑскер, воеводӑна ылханма, ун ҫинчен усал сӑмахсем калама тытӑннӑччӗ, анчах Элӗк ӑна чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княҫпа окольничий киличчен кӑна-ха Шигалей ҫунатланса ҫеҫ ҫӳретчӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте шӳт тӑватчӗ, пуринпе те кӑмӑллӑн калаҫатчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет Ятламаса палласа илнӗ хыҫҫӑн йӑлтах ҫунатланса кайрӗ, ун умӗнче ӗрӗхсе каяс ут евӗр тӑпӑртатса кӑна тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех