Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ман ҫумри хитре чулсемпе илемлетнӗ ылтӑнсем пин тенкӗлӗх ытла.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсемпе пӗр казармӑра ҫумри шконкӑсенче ҫывӑрса пурӑнтӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Пӗрле чухне Виталий, ҫумри хӗр ҫапла хӑтланнишӗн, ҫынсен умӗнче намӑсланса, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр.
IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Анчах вилӗмӗ ҫумри кӗпинчен те ҫывӑх пулнӑ ҫав…
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
— Тӳрех хурав пама малтан иккӗленсе тӑтӑмӑр, — калаҫрӗ малалла ҫумри хӗрарӑм.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Улька ҫумри ҫын калаҫнине шыв сыпнӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлесе ларчӗ, аллинчи тӗрӗллӗ пӗчӗк тутрипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне темиҫе хут шӑла-шӑла илчӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Сӑнчӑр, ҫумри хӗҫ пек, аякпа пӗҫҫе ҫапса пырать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Эс мӗн ура ҫине слон пек пусатӑн?! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ мана хам ҫумри ҫын.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
«Эх, ырлӑх, — тет Михала, — Ҫумри ҫывӑх ҫынпала, Саркайӑк пек Санюкпа, Сар ҫурта пек арӑмпа…»
Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.
— Ак ҫапла, — тет те арҫын ача ҫумри пӗр хурӑн тӑррине упӑте пек йӑпӑр-япӑр хӑпарса каять.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эп чӑтаймарӑм, ҫумри юлташа кӑлт! тӗртсе: — Ман мар, санӑн трибуна умне тӑрса калаҫмалла. Чӑвашла та, вырӑсла та сӑвӑ вуласа памалла, — терӗм.
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Пурнӑҫа юратсан, ҫумри ҫынсен тӗревне туйсан этемӗн чунӗнче хавхалану ҫуралать.
Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/
Ҫумри пӑри тунисем, кушак сухалӗ пек вӑрӑм хӑлчӑкӗсене хускаткаласа, пуҫӗсене пӑркалаҫҫӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Калаҫасса та кунта мӗнех калаҫӑн — пурте таву калаҫҫӗ кӑна, унтан ҫумри юлташа черкке сӗнеҫҫӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
— Ҫумри япалана ҫапла пӑрахса ҫӳремеҫҫӗ…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Унтан Улюк ман ҫумри Анюк ҫине пӑхрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫумри пӗтсен, киле кайрӑмӑр.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
…Пирӗн ҫине саран тӑрӑх уҫӑ сывлӑш хумӗсем хумханса килчӗҫ, ҫумри вӑрман ерипен, кӑшт кӑна сисӗнмелле сасӑпа кӑштӑртатса илнӗ пек пулчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Сасартӑк пӗр касӑ ҫил ваш! вӗрсе ячӗ, ман ҫумри хутсем вӑрман хушшине, шӑп кӑна хӗрача еннелле вӗҫсе кайрӗҫ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.