Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумри (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те хваттере кайма шутларӑм, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра хам ҫумри хӑва тӗми витӗр кӳлӗ хӗррине икӗ ҫамрӑк хӗрача килнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ман ҫумри шӗшкӗ тӗми ҫинче пӗр симӗс пӗсехеллӗ кайӑк ларать, куҫне сиктермесӗр пӑхать ман ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑр ҫитеспе ӑна хамӑр ҫумри ансӑр тӑкӑрлӑкра тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Эпӗ ҫумри «лимонкӑна» вӗҫертсе илетӗп те ҫаксем ҫине аялалла вӑркӑнтаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тарас ҫумри санитар пакетне уҫать те суран тӗлне, кӑкӑрпа ҫурӑм ҫине, бинтпа ватӑ хурать, марлӗпе, кӑкӑр тавра ҫавӑра-ҫавӑра, туртса ҫыхса лартать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Аманнӑ хӗрарӑм-и вӑл е арҫын-и, ача-и — ҫумри аптечкӑра мӗн пуррипе пӗрремӗш пулӑшу параттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Темӗнле лару-тӑрӑва та лекмелле пулчӗ, ялан Турӑ, ҫумри хӗрес упрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Инкек инҫетре мар, ҫумри енчӗкрех, тесе каласса калаҫҫӗ-ха, анчах ку хутӗнче вӑл енчӗкре мар, …пирус тӗпӗнче ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хӑй хушӑран ҫумри хӗрарӑм ҫине пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Вӑл пуҫне ҫумри арҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Акӑ мӗнлерех хӳтӗлетӗн эсӗ Санюка, ҫумри арӑмна та тӗксе яма хатӗр, — тата хытӑрах йӗрсе ячӗ Марук.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Арҫын ачасем темӗнле сюрприз тӑвасшӑн пулмалла, — пӑшӑлтатрӗ ҫумри Галя.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсир, шоферсем, уйрӑмах… нихӑҫан та пӗччен ларса ҫӳреместӗр вӗт, — ҫумри каччӑ ҫине пӑхмасӑр каларӗ те Лена, хӑй каланӑ сӑмаххинчен хӑй вӑтанса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫумри каччӑ хӑйӗн ҫине юратса та вӑтанса пӑхнине сисместчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унран сирӗн кӑна мар, ҫумри ҫынсен пуласлӑхӗ те мӗнле пуласси килӗ.

От этого будет зависеть будущее не только вас, но и вашего ближнего окружения.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ман алла вӑл ҫирӗппӗн тытса пӑчӑртарӗ те, ҫумри хӗр ҫинелле пуҫӗпе сӗлтсе, шӳтлӗ сӗмпе каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чылай вӑхӑт выртсан, ҫумри йывӑҫран тытса ура ҫине тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫамрӑк пӑру кашкӑр апачӗ ан пултӑр тесе, хам ҫумри чӗн пиҫиххине салтрӑм та, сӑмса тутри ҫине тар хурса, ӑна пиҫиххипе йӑлмакласа пӑру мӑйӗнчен ҫакса ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лар тенӗ сана, — тӗртет арҫын ҫумри хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

— Ку ҫӗнӗ пулсан та, урӑхне яр, — терӗ вара ман ҫумри тепӗр хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех