Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуммисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туй кӗрекере чух каччӑ ҫуммисем авланакан качча пӗччен хӑварса тухман.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Хӗр ҫуммисем юрринче Асӑнаҫҫӗ Нарспие, Михетерӗн Нарспине, Тӑваҫҫӗ-мӗн ун туйне: «Шурӑ сухал Тӑхтаман Упӑшкийӗ пулмалла, Хӑйӗн чунӗ савнинчен Каймаллипех каймалла. Эсӗ юта кайсассӑн Мӗн тӑвӗ-ши Сетнерӳ?

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗр ҫуммисем юрласа Унӑн сасси илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кирюкпа ун ҫуммисем халӑх енне ҫаврӑнса пилӗкӗсене авсах пуҫ таяҫҫӗ, каччӑ витринчен тимӗр укҫасене ывӑҫласа виҫӗ хутчен тӳпенелле вӑркӑтать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Халь вӗт чи кӑсӑкки — Кирюкпа ун ҫуммисем Ҫинука «сутӑн» илме кӳршине каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Саккӑрта Кирюк, каччӑ ҫуммисем мана «сутӑн» илме килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӑхӑр сехетре Кирюк, каччӑ ҫуммисем, паллах пӗри Кавӗрле, тепри Кӗтнепуҫӗнчи ӗҫкӗҫ пулнӑ Матрюн ывӑлӗ Ҫеруш тата ытти юлташӗсем туй сӗтелне валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех