Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӑн (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗ хыҫа юлса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Халӗ чугун ҫулӑн икӗ енӗпе лартнӑ вӑрманта юмансем (халӑх вӑрманӗ ҫук ҫӗрте) пурте питӗ лайӑх, сывӑ та илемлӗн ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пурӑнма кирлӗ препаратсен списокне кӗмен, анчах халӑх уйрӑмах кирлӗ 50 эмеле илсен, асӑннӑ списокри 20 препарат иртнӗ ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче 40 процент йӳнелнӗ, 26 препарат 52 процент хакланнӑ.

Если взять список 50 препаратов, не входящих в список жизненно необходимых лекарств, в четвертом квартале прошлого года 20 препаратов из данного списка подешевели на 40 процентов, 26 препаратов подорожали на 52 процента.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫулӑн икӗ айккипе ешӗрсе тухнӑ «турамӑш» курӑкӗнчен сарӑлнӑ пылак шӑрша ҫӑтса тӑранмалла мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

2022 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче подряд организацийӗпе контракт ҫырма планланӑ, ӗҫӗсем вара ҫитес ҫул пурнӑҫланмалла, тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗр сыпӑкӗ чӑваш ҫӗрӗсем витӗр иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Хӑрамалла мар унран: ҫӳремелли йӗркене те пӗлет, мотоцикла ҫулӑн сылтӑм енӗпе тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе е ҫӳллӗ кантӑр, е сенкер ҫеҫкеллӗ йӗтӗн лӗпӗшсене илӗртсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малтан вӑл ялтан инҫе марччӗ, хурӑнлӑ ҫулӑн ку енче курӑнатчӗ, эпӗ ун патнелле пынӑҫемӗн вӑл ҫулӑн леш енче, Шӗшлӗ арманӗ тӗлӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе ансӑр анасем тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑҫалхи 10 уйӑхра Шупашкар хулинчи пӗтӗм тӗнчери аэропорт пассажирӗсен шучӗ 400 пине ҫитнӗ, чукун ҫулӑн хула ҫумӗнчи маршручӗсенче ҫак йыш 350 пине яхӑн ҫынпа танлашнӑ, шыв транспорчӗпе - 83,5 пин, автомобиль транспорчӗн яланхи маршручӗсем ҫинче - 73 пин ытла пассажир.

За 10 месяцев текущего года международный аэропорт г. Чебоксары перевез почти 400 тысяч пассажиров, железнодорожным транспортом в пригородном сообщении – почти 350 тысяч пассажиров, водным – 83,5 тысяч пассажиров, а автомобильным транспортом по маршрутам регулярных перевозок – более 73 тысяч пассажиров.

Олег Николаев транспорт ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/20/ole ... ika-transp

Ҫӗр ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче пырать.

Без малого половина столетия.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа та ҫӗнӗрен тӑвакан ҫулӑн тепӗр енне юлнӑ хирсене пымалли ялан усӑ курнӑ ҫулсем хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ командӑсене редакци «Каҫал ен» хаҫата 2023 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулне ҫырӑнса парать.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Ыйт татах: мӗншӗн эсӗ ҫулӑн сылтӑм енчи ҫӗре те туртса илесшӗн мар?

Еще спроси: отчего ты только по левую сторону дороги землю режешь, а по правой не трогаешь?

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулӑн сылтӑм енӗ ҫаплипех юлать.

— А по правой стороне все останется по-старому.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулӑн сылтӑм енче вӑрман пуҫланчӗ.

Справа от дороги начался лес.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулӑн икӗ енӗпе лартса тухнӑ йывӑҫсем район центрнех кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Енчен те отчетлӑ тапхӑрта ҫавнашкал килӗшӳсене туман пулсан, ҫав ҫын ҫакӑн ҫинчен пӗлтернине (малалла – пӗлтерни) отчетлӑ ҫул хыҫҫӑнхи ҫулӑн ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кая юлмасӑр Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе ҫирӗплетнӗ формӑпа ярса парать.»;

В случае, если в течение отчетного периода такие сделки не совершались, указанное лицо направляет об этом сообщение Главе Чувашской Республики по форме, утвержденной указом Главы Чувашской Республики (далее – сообщение), не позднее 30 апреля года, следующего за отчетным.»;

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019

Хальхи вӑхӑтра рабочисем ҫулӑн кивӗ сийне илеҫҫӗ, часах тротуар йӗркелеме тата ҫӗнӗ асфальт сарма тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d1%83%d1 ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех