Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫӳревҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян ҫулҫӳревҫӗн пурте ӑнса пычӗ: кунӗ уяр, хӗвел те пӑхса илчӗ, анчах тата ытла сивӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулҫӳревҫӗн ҫӳрес вӑхӑт ирттернинчен пуҫне ытти чӑрмавсем те тупӑнаҫҫӗ: ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе, туссемпе ҫыхӑну тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Мӗн тӑвас тетӗн, ҫулҫӳревҫӗн хӑйӗн пасара каймалла пулчӗ, пасартан ҫӑнӑхпа пӑрҫа илсе килсен: — Тӑр та, тӑванӑм, каҫхи апат хатӗрле! — терӗ вӑл харампыра.

Делать нечего. Путешественник сам пошел на базар, купил муки и гороху, а когда вернулся, попросил дармоеда: — Встань, брат, да приготовь ужин!

Ҫулҫӳревҫӗпе харампыр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗн епле чӑтӑмлӑ пулмаллине кӑтартса, малта Костя паттӑррӑн утать.

Костя бодро шел впереди, подавая пример выносливости настоящего путешественника.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Астӑвӑр: разведчикӗн, ҫулҫӳревҫӗн пӗлӗте питӗ лайӑх пӗлмелле.

Запомните: разведчику, путешественнику нужно знать небо наизусть.

34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Нумай ӳкерчӗксем ҫинче эпир Корольпе иксӗмӗр пӗр ҫулҫӳревҫӗн кӗлеткинех, пӗр сӑнах куратпӑр: пӗр ӳкерчӗксем ҫинче вӑл ҫамрӑк-ха, теприн ҫинче — кӑшт аслӑрах курӑнать; акӑ тата ҫӳлӗ ҫамки ҫинчи ҫӳҫӗсем кӑштах кӑвакарма тытӑннӑ, пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ.

И на многих снимках мы с Королем видим одну и ту же фигуру путника, то же лицо: на одних фотографиях оно еще совсем молодое, на других — постарше; вот уж заметно светлее тронутые сединой волосы над высоким лбом, отчетливее морщины.

34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пӗтӗмӗшпе илсен, атте, чи малтан ҫын пулас пулать, ун пек ҫулҫӳревҫӗн вара кирек хӑҫан та тусӗсем тупӑнаҫҫӗ.

Вообще, папа, надо прежде всего человеком быть, тогда у путешественника всегда друзья найдутся.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫулҫӳревҫӗн ӑслӑ пулмалла тата, — хушса хучӗ Петя, — вӑл ҫӳренинче мӗнле те пулин усӑ пултӑр.

— А еще нужно, чтобы путешественник был умным человеком, — добавил Петя, — чтобы польза какая-то была от его путешествий.

Ҫурҫӗр ҫулҫӳревҫи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫав журнал страницисенче кун курнӑ та ӗнтӗ «Тӗлӗнмелле ҫулҫӳревҫӗн» авторӗн произведенийӗсенчен чылайӑшӗ.

На страницах этого журнала и увидели свет многие произведения автора «Удивительных путешествий».

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӑватӑ ҫул каярах хастар ҫулҫӳревҫӗн шӑпах Конго вӑрринче ӗнтӗ туземецсемпе вӑтӑр икӗ хут ҫапӑҫма тӳр килнӗ.

Именно в устье Конго неустрашимому путешественнику четыре года спустя пришлось выдержать последний из тридцати двух боев, которые он вел с туземцами.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ливингстон хӑйӗн хуралӗпе килсе ҫитни, ҫак аслӑ ҫулҫӳревҫӗн Африкӑри паллӑ ячӗ, Португали влаҫӗсем ӑна пулӑшмасӑр тӑма пултарайманни — пурте пӗрле ҫаксем Негорӑна, Алвиша хирӗҫле, Уэлдон миссиспа ун ҫывӑх ҫыннисене ирӗклӗх пама пултараҫҫӗ!

А прибытие Ливингстона с его эскортом, влияние, которым этот великий путешественник пользовался во всей Африке, поддержка, в которой не могли ему отказать португальские власти, — все это могло принести свободу самой миссис Уэлдон и ее близким, наперекор Негоро, наперекор Алвишу!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тен, ҫак икӗ саспаллин пӗлтерӗшӗ те пур пуль, вӗсем пӗр хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗн шӑпине пӗлме пулӑшӗҫ.

— Может быть, в этих двух буквах есть смысл и они помогут выяснить судьбу одного отважного путешественника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак сӑнавсенче туптаннӑ та ӗнтӗ пулас ҫулҫӳревҫӗн кӑмӑл-туйӑмӗ.

В них закалялся характер будущего путешественника.

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Пӗр ҫулҫӳревҫӗн Испанире темле майпа пӗр ҫуртра ҫӗр каҫмалла пулнӑ…

В одном замке в Испании пришлось как-то заночевать одному путешественнику…

Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫулҫӳревҫӗн янахӗ айӗнче ҫеҫ тӳмеленӗ плащ арки сирӗлсе кайнипе виҫӗ тӗслӗ пиҫиххи хушшипе хӗстернӗ икӗ пистолет аври, плащ арки айӗнчен хӗҫ вӗҫӗ курӑнса тӑраҫҫӗ.

Плащ был завязан под шеей, но спереди он распахивался и из-под него можно было разглядеть трехцветную перевязь и две ручки пистолетов, торчавшие из-за пояса, из-под полы плаща высовывался конец сабли.

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Ку ҫӗр пӳрт икӗ чаплӑ ҫулҫӳревҫӗн — Русаковпа Мазинӑн — Р. М. 3. С.

— Это землянка двух знаменитых следопытов: Русакова и Мазина — Р. М. 3. С.

34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Унта, лаптак гранит чулӗ ҫинче, ҫурри сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хайхи икӗ саспалли куҫа курӑнах кайрӗҫ, — ҫав икӗ саспалли хӑюллӑ та тӗлӗнмелле ҫулҫӳревҫӗн ячӗпе хушаматне пӗлтерекен малтанхи саспаллисем пулчӗҫ.

Тут, на плоском гранитном камне, мы увидели две таинственные буквы, наполовину стертые, — инициалы смелого и фантастического путешественника.

XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗр ҫекунд иртиччен икӗ ҫулҫӳревҫӗн пуҫӗнче те Айртон мӗскер хӑтланнисем ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗҫ.

В течение одной секунды в мозгу обоих путешественников мелькнуло, как молния, воспоминание о поведении Айртона.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗнӗ Зеландине каякан ҫулҫӳревҫӗн кирек кам пулсан та ҫаксене асра тытмалла пулнӑ.

Эти события должен хранить в памяти всякий путешественник по Новой Зеландии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сударь, — терӗ ӑна хирӗҫ Джон Мангльс, — эпӗ Бертон ҫулҫӳревҫӗн тӑванӗ мар, ҫавӑн пекех тата Бертон капитан та мар.

— Сударь, — ответил Джон Мангльс, — я не только не родственник путешественника Бертона, но я даже и не капитан Бертон.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех