Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулҫӑ (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне ял-йыш пахчара чаваланать, вӑрӑм хӗл хыҫҫӑн кашни ҫӗнӗ ҫулҫӑ, кашни чечек, кашни ешӗл курӑкшӑн савӑнать.

Весь народ весной копался в огороде, радуясь после долгой зимы каждому новому листочку, каждому цветку, каждой зеленой травинке.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ҫул леш енчи ҫулҫӑ тӑкса хуралса пыракан юманлӑх тӑван вӑрмана, ҫуралнӑ яла аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗр турачӗсем хӑрнӑччӗ, пурпӗрех кашни ҫуркуннех ҫулҫӑ кӑларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чим-ха, ҫулҫӑ пуҫтарса пӗтерсен вутӑ татса ҫурӑпӑр тесе хастарлантӑн мар-и? — Таранов ҫине ӑшшӑн пӑхкаларӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗ анкартинчи улмуҫҫисем айӗнче ҫулҫӑ шӑлса пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗр йывӑҫ та, пӗр ҫулҫӑ та хускалса, чӑшӑлтатса илмерӗ, Шӑпчӑксен кати ыйхӑран, пӗчӗк ача пек тутлӑн карӑнса мар, ҫаплах, пӗр хускалмасӑр, тӳп-турӗ тӑрсах вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӗсем хушшинче: С. Шавлин «Сиплӗ ҫумӑр», В. Урташӑн «Пӗчӗк Роза», Г. Ефимовӑн «Асамат кӗперӗ», Г. Айхин «Утӑм», В. Грибановӑн «Живет мечта» (вырӑсла), А. Лукинӑн «Эс пулсан…», Ю. Петровӑн «Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Малан кинеми анкартинче ҫулҫӑ пуҫтарать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урпаш леш енчи вӑрмана ҫулҫӑ пуҫтарма каять пулмалла.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кивӗ арман тӗлӗнчи ватӑ йӑмрасем ҫулҫӑ тӑкса хуралнӑ турачӗсене хурлӑхлӑн усӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр ҫулҫӑ, хӗрлӗрех сарӑскер, ура айне ӳкесрен шикленсе-ши, витре хӑлӑпӗнчен ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунта ҫамрӑк улмуҫҫисем ҫулҫӑ тӑкса кӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хурӑн шӑпӑрпа тимлесех ҫулҫӑ шӑлаканскер анне такампа калаҫнине илтсе пуҫа ҫӗклерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫил ҫинчи ҫулҫӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ тусем ҫинче ҫавра кӳлӗ, Ҫил ҫавӑрса кӗртрӗ пӗр ҫулҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э, Укаслу хӗрӗм, кӑҫал кӗрхи ҫулҫӑ эрни ҫитсен, эсӗ вунҫиччӗ тултаран ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ ҫулҫӑ лартрӑмӑр та пилӗк-ултӑ ҫеҫке.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ман аппа хӑй ӗни валли ачасене ҫулҫӑ пуҫтарттарать иккен.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗллене ӗне валли утӑ сахаллипе ҫулҫӑ пуха пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех