Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫи (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫӗнчен вӑрман хуралҫисен тумне тата юман ҫулҫи эмблемӑллӑ карттус тӑхӑннӑ вӑтам пӳллӗ ҫын хыпӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем пурте формӑпа: тӗттӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, юман ҫулҫи ӳкернӗ эмблемӑллӑ карттуспа.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫулҫи унӑн пӳрни ҫумне ҫатах ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Уткӑшкар утин слон хӑлхи пек таврӑнса ларнӑ хӑмӑр ҫулҫи ҫиелех тухса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Юман йӗкелӗпе ҫӑка ҫулҫи те сахал мар кайрӗ пулас ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа ӑвӑс ҫулҫи ҫилпе кӑна мар, ҫӗртен хӑпаракан пӑс, ӑшӑ е сивӗ хумсемпе те вылять.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Ӑвӑсӑн ҫулҫи ҫаврака, туни вӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Пӗр курӑк ҫулҫи, пӗр турат хускалмасть.

Травы и листья на деревьях не шелохнутся.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яшкине ҫӑратма темӗн те ярса тултарнӑ: типӗтнӗ пултӑран тути те пур унта, купӑста ҫулҫи те, ҫӗр улми турамӗсем те, шушу таткисем те.

В суп для густоты и вкуса намешано всего понемногу: тут и сушеный борщевник, и капустные листья, и наструганная картошка, и кусочки наломанной пресной лепешки — шушу.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑва ҫулҫи тӑррисем, тӑм илнӗ пек, хӗреле пуҫланӑ.

Вон и листья на верхушках ив уже будто схвачены морозом.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗтнӗ пекех, шаннӑ хупах ҫулҫи айӗнчен пыл тултарнӑ чара чашӑк сиксе тухрӗ.

Как и ожидай, под увядшим большим лопухом оказапась деревянная чаша, наполненная медом.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аркӑ ҫине кӗҫех хӗрлӗ кӑшманпа пиҫен ҫулҫи, хурхух, сулхӑн вырӑнта пахча хӗрринче ӳснӗ серте хутшӑнать.

Срывает несколько листков свеклы, кладет в подол рубахи стрелы осота, молочай, мясистые листочки серде — сныти.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юнашар утар пултӑр, кун каҫиччен хурт сӗрлетӗр, утар йӗри-тавра панулми йывӑҫҫисем ларччӑр, улми ташлатӑр, ҫулҫи алӑ ҫуптӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Палӑртнӑ тӗллевсем пирки ан манӑр, милӗк ҫулҫи пек ҫыпӑҫакан ӗҫтешсене «ҫук» теме вӗренӗр.

Не забывайте о поставленных целях, и учитесь отвечать отказом на просьбы назойливых коллег и знакомых.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн-мӗн ямаҫҫӗ пуль унта вӗсем: ҫӗрулми ҫулҫи те, мӑян та, серте курӑк та, пултран та.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пур ҫӗрте те ун ҫинчен калаҫаҫҫӗ, — турилккерен йӳҫӗтнӗ купӑста ҫулҫи илсе качӑртаттарса каларӗ Урбанов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр вӑхӑт вӑл тӗмсен хушшинче, тӑчӑ-тӑчӑ ӳсекен йывӑҫсен ҫулҫи айӗпе чупкаласа кумрӗ, ҫапла майпа Моргианӑран тарса пытанма хыпаланнӑ Джесси йӗрне евӗрлет.

Одно время он метался среди кустов, под листвой тесно стоящих деревьев, тем самым указывал состояние Джесси, в каком спешила она скрыться от Моргианы.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пире кукурузӑн тунипе ҫулҫи кӑна мар, тӗшши те кирлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Сӑпани унӑн ӑшчикне тасатса шала ӳпке-пӗверӗпе хутӑш кӗрпе, сухан ҫулҫи, тӑвар янӑ-мӗн те, кайӑк тӗкне иртмесӗрех ҫиелтен тӑмпа шӑлса лартнӑ, ҫапла халлӗн вутта пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа вӑл тӑчӗ те, хӑй сисмесӗрех аллипе сулмаклӑ капура хыпашласа пӑхса, ҫырмана анчӗ, ҫӑра тӗмсене сире-сире, тепӗр енне каҫрӗ, пӗлтӗр-виҫӗмҫул тӑкӑннӑ йывӑҫ ҫулҫи витӗр шӑтса тухнӑ сайра курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех