Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫи (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирук пулӑсене, хӑйӗн ал лаппи тӑршшисене, суйласа илет те хупах ҫулҫи ҫине тухса хурать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Акӑ урайне курӑк, йывӑҫ ҫулҫи саратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӑнастирте шӑналӑксем ҫинче мӑян, ҫӑка ҫулҫи типӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман ҫине юман ҫулҫи хушшинчен хӗвелӗн ҫинҫе кӑна вылянчӑк пайӑрки ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хамӑр та хуранпа чей вӗретсе хурлӑхан ҫулҫи ярса ӗҫрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Аппа, — тетӗп, — эп пӗртен-пӗр сухан ҫулҫи татса илтӗм хӑвна кӑтартма, — тетӗп, хам ҫапах йӗместӗп.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫатюк амӑшӗ пӳрте кӗрсе кайсан, эпӗ вӗрлӗк хушшипе пахчана кӗтӗм те пӗр сухан ҫулҫи татса илсе папка ӑшне хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫулҫи ҫук, туни ҫи-ип-ҫинҫе, хӑй таҫтан курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ӗҫӗ мӗнлескер? — ҫирӗк ҫулҫи пек тӗксӗм симӗс куҫне ҫавракалатарах ыйтрӗ Якур, ҫӑра сарӑ уссиллӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Аркадий вара шурӑ кӗпепе, ҫитӗнсе-сарӑлса хӑй картне ларнӑ юман ҫулҫи тӗслӗ ҫӑмӑл куртка, джинсран ҫӗленӗ брюки, хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӑнланчӗ-ши вӑл ман сӑмахсене, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах халӗ мана самаях хӑй куҫӗсен ытамӗнче тытса тӑчӗ, унтан мӑтӑк хӳрипе ик-виҫӗ хут лӗп варкӑшпа палӑри-палӑрми хускалкалакан ӑвӑс ҫулҫи пек мӑран вылятса илчӗ, вара, хӑлхине вырттарса, хӑйне хӑй «ҫӗнкелесе», васкамасӑр ман паталла ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кас-кас лӗп ҫил вӑшӑлтаттарса иртет те, тӗл-тӗл талкӑшакан хӑва ҫулҫи вӑрӑммӑн туртӑнса, тӳнтер енне ҫаврӑнса, кӗмӗл пӗрчи ҫупӑрлакалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Пӗр-пӗр Ваҫка-усурник каҫхи ухутана тухнӑ пулӗ ӗнтӗ. Тирек ҫулҫи ҫиҫкелесе илчӗ тес — япали ытла та аялта, ҫӗр ҫинче», — сӗмленсе утрӑм эпӗ пӗр супка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗвелҫаврӑнӑш ҫулҫи кӑштӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Марине чусталлӑ аллипех чӗкӗнтӗр ҫулҫи ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫула май чӗкӗнтӗр ҫулҫи татса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пӗр «ҫулҫи», тӗттӗм кӗренни, шупкаланчӗ, «чӗнтӗрлӗ пиҫиххи» пулса, хӗвелтухӑҫнелле шурӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Пӗлтӗр, йывӑр ҫул пулин те, гектартан пилӗк ҫӗр центнер кукуруза тунипе ҫулҫи туса илтӗмӗр…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн колхоз пӗлтӗр, ҫанталӑк япӑх пулнине пӑхмасӑрах, гектартан вун пилӗк центнер тӗш тырӑ, пилӗк ҫӗр центнер кукуруза тунипе ҫулҫи, пилӗк ҫӗр ҫирӗм центнер выльӑх кӑшманӗ туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юман ҫулҫи ҫӑнӑх сапнӑ пек шуралать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех