Шырав
Шырав ĕçĕ:
1000 метра 2010—2011 ҫулхисенчен Э.Айнетдинова пӗрремӗш чупса тухрӗ, Р.Григорьевапа А.Пермякова нумай кая юлмарӗҫ, ун хыҫҫӑнах финиша ҫитрӗҫ.
Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/
2006—2007 ҫулхисенчен 400 метра чупассипе Д.Амерханова хӑй пултаруллӑ пулнине тепре ҫирӗплетрӗ, чемпион ятне тивӗҫрӗ.
Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/
2010—2011 ҫулхисенчен П.Семенова аван результат кӑтартрӗ, У.Васильева, В.Комиссарова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑнчӗҫ.
Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/
Морозовски эскадрон командирӗсем — Мухоперец, Затулывитер, Непийпиво — ултӑ кун хушши площадьре, шыв турттармалли пичке ҫине тӑрса, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкӗсемпе сулласа, вӗҫӗ-хӗррисӗр шавласа тӑракан вӑрман пек халӑха ӳкӗте кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, халӑх пуххинче арҫынсене вунҫичӗ ҫулхисенчен пуҫласа пурне те мобилизацилессине йышӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Йыснӑшӗ ӑна, лешӗн кӑмӑлӗ пулсан, тахҫан иртнӗ ҫулхисенчен те ҫывӑх курӗ, турам ҫӑкӑртан хӑвармӗ, кӗрӗк-пиншак ҫӗлетсе парӗ, ӗҫленине кура ун ҫипуҫне те питӗрмешкӗн тӑрӑшӗ…
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тепӗр тесен, тырпул аван пулсан тата хак ӳссе ытти ҫулхисенчен ытларах тупӑш парсан, старик ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ: ҫакна вӑл турӑ пиллени тенӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла вӑл нумайччен калаҫрӗ, сӑмахӗсем варӑ асра нихҫан манӑҫми тӑрса юлчӗҫ, мӗншӗн тесен унашкал калаҫнине эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пӗрремӗш ҫынран илтрӗм, урӑхран илтес те ҫук-и, тен…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑр иртнӗ ҫулхисенчен уйрӑларах тӑрать-мӗн.
Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
41. Вуникӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑрах израильсем пӗтӗмпе, чурасемпе хӑрхӑмсемсӗр пуҫне, хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑлӑн пулнӑ; чурисемпе хӑрхӑмӗсем вӗсен ҫичӗ пин те виҫҫӗр хӗрӗх ҫиччӗн пулнӑ; кӗлӗ каласа юрлакансемпе псалом юрлакансем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ ӗнтӗ Иерусалима Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем — священниксемпе левитсем, — тата тыткӑнран Иерусалима таврӑннӑ пӗтӗм халӑх ӗҫе пикеннӗ: левитсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ, 16. вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура, 17. шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура, 18. вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Амасия пӗтӗм Иудея халӑхне пуҫтарнӑ та вӗсене — иудейсемпе Вениамин ҫыннисене — пинпӳсемпе ҫӗрпӳсен аллине панӑ, унтан ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсе тухнӑ: вара вӑрҫа юрӑхлисем, сӑнӑпа та хулканпа авӑрланнӑ вӑйпитти арсем виҫҫӗр пин ҫын тупӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Давид ҫирӗм ҫулхисенчен кӗҫӗнреххисене шута илмен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑлатӑп, тенӗ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне, священникне, левитне пуҫтарнӑ та 3. левитсене — вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисене — шута илсе тухнӑ, йӑлтах шутласассӑн вӗсем вӑтӑр сакӑр пин пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ: 4. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр: 5. Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх ҫапла пӗтнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисее тата Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — каланӑ: 2. вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур Израиль ывӑлне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухӑр, тенӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла, 25. аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар: 26. ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.