Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑкӗпех (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗллев лартнӑ, ӑна пурнӑҫа кӑртессишӗн ҫулталӑкӗпех тӑрӑшӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Климат ҫӑвӗ утравсем ҫинче ҫулталӑкӗпех тӑсӑлать.

Климатическое лето на островах длится практически круглый год.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫумӑрсем ҫулталӑкӗпех ҫӑваҫҫӗ.

Дожди бывают круглый год.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗчӗк юханшыв е чӗлтӗркке шыв шӑнкӑртатса юхакан вырӑнсенче ҫеҫ курӑксем, хитре йӑмӑх чечексем ҫулталӑкӗпех лараҫҫӗ.

Только там, где протекает речка или журчит ручеек, травы и яркие цветы бывают круглый год.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗмӗр симӗс ларакан ӳсентӑрансем ҫулталӑкӗпех ҫулҫӑллӑ лараҫҫӗ.

Вечнозеленые растения круглый год сохраняют листву.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ун патӗнчен ӑшӑ шыв юхӑмӗ иртнӗ пирки вӑл ҫулталӑкӗпех шӑнмасть.

Он не замерзает круглый год, так как вблизи Мурманска проходит теплое течение.

Тундрӑри ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Испанире нумай йывӑҫсем ҫулталӑкӗпех симӗс лараҫҫӗ.

Большинство деревьев в Испании зеленеет в течение круглого года.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта сивӗсем пулманпа пӗрех, йывӑҫсенчен нумайӑшӗ хӗлле пулсан та ҫулҫине тӑкмаҫҫӗ, ҫулталӑкӗпех ешӗл лараҫҫӗ.

Здесь почти НС бывает морозов, и многие деревья не теряют на зиму листвы, стоят круглый год зелеными.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта ҫын пурӑнмасть, мӗншӗн тесен Антарктидӑри ҫӗр ҫулталӑкӗпех юрпа пӑр айӗнче выртать.

Совсем не населенная людьми: земля круглый год покрыта снегом и льдом.

Кӑнтӑр полюсӗ патӗнче мӗн пур // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта хӗвел ҫулталӑкӗпех чӑтма ҫук пӗҫертсе тӑрать.

Круглый год здесь невыносимо жжет солнце.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫанталӑка сӑнама вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ чухне тытӑнӑр та ҫулталӑкӗпех сӑнаса тӑрӑр.

Наблюдения над погодой начните с начала учебного года и продолжайте весь год.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Экватор патӗнче ҫулталӑкӗпех пӗр пек вӗри ҫанталӑк тӑрать.

Весь год у экватора стоит одинаково жаркая погода.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫулталӑкӗпех тем ҫӳллӗш ем-ешӗл курӑк ҫинче ҫӳретсен те, ҫав-ҫавах унӑн хӑй «виҫи».

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пушкӑртстанри Учалӑра сноуборд занятийӗсем валли ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен база пулать.

В башкирских Учалах появится круглогодичная база для занятий сноубордом.

Раҫҫей сноубордисчӗсем ҫулла Пушкӑртра тренировка тума пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3396378

Кӑҫал хӗлле юр сахал пулчӗ, вӑл та хӑвӑрт ирӗлсе пӗтрӗ, ҫулталӑкӗпех ӗҫленӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Тырӑ вырнӑ вӑхӑтра, утӑ ҫулнӑ чухне, кӗрепле-сенӗк йӑтса, пӗр-ик хут укӑлчаран тухса кӗреҫҫӗ те унтан вара ҫулталӑкӗпех килте лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Кану центрӗ ҫулталӑкӗпех ӗҫлет, ҫулла ҫеҫ 3 000-рен кая мар ача унта канать.

Куҫарса пулӑш

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Ҫуркуннепе кӗркунне пулакан ял хуҫалӑх ярмӑрккисемпе танлаштарсан кунта ҫулталӑкӗпех кашни эрнекун суту-илӳ пуласса шантараҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пушӑчӗ кирлӗ пулнӑ ҫав, мӗншӗн тесен вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ача-пӑча ҫулталӑкӗпех ҫӑпатапа ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна тивӗҫнӗ яшсемпе хӗрсем ҫулталӑкӗпех уйӑхсерен палӑртнӑ тӳлеве илсе тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех