Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан та ҫыхланӑр ҫулласа тасатман пӑрусемпе».

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пичетленӗ япӑх сӑвва каялла ҫулласа илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Ӗне ҫулласа кайнӑ пек!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Шакла пуҫлӑ пассажир — пырӗ типе пуҫланӑран — шыв ӗҫсе тутине ҫулласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Куратпӑр: чӑн та, унта ӗнер ҫеҫ пирӗнпе чун-чӗрене кӳттерсе, пирӗн куҫра чӗр кӗмӗл пӗрчисем шӑрҫалантарса, ытла та хурлӑн-ӳпкевлӗн мяукласа сывпуллашнӑ тӑван кушак хӑйӗн самаях мӑнттайланса кайнӑ ҫурине каҫӑхса кайсах ҫулласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Йӗркеллӗ, яланах пӗр вӑхӑтра ӗмӗртетчӗ ҫурисене, унтан вӗсене тӗплӗн ҫулласа тасататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Вӑл, тутине йӑпӑлти ейӗве ярса, тӑртаннӑ, чалӑштарса вичкӗнлетнӗ куҫӗпе хӑйӗн компаньонне каварлӑн, «техӗмлӗн ҫулласа» илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах, ытлашши хыпаланмасӑр, вут вӗрилӗхне хӑйӗн ҫара урисене «ҫулласа» типӗттерчӗ, унтан, ҫулӑм йӑлхахӗсем ҫинче «силлесе-чӳхесе» те сулласа выляткаласа, аттипе, пир тӑлисене типӗтсе пахалӑхлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ваҫук йытта кашни хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑнах тытса ачашлать, Кампур хуҫи ҫине кӑмӑллӑн пӑхкалать, сисмен хутран питӗнчен йӑпӑлт-япӑлт ҫулласа илет: «Хам та сана питӗ юрататӑп ҫав», — тенӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Арӑслан апат ҫиме пӑрахнӑ, вӑл пӗр вӗҫӗм йытта ҫулласа ачашланӑ, шӑршланӑ, урипе тӗрте-тӗрте тӑратасшӑн пулнӑ.

Лев перестал есть, а все нюхал, лизал собачку и трогал ее лапой.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Урӑх ӗҫӗ те ҫук пулӗ: ҫӗрӗпе таҫта алхасса ҫӳрет те тепӗр кун кунӗпе пӗҫҫисене ҫулласа выртать, оглы-мать их бей!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс вӑл хӗрӗ честнӑй, тетӗн пулӗ: ун хӑймине Маркел тахҫанах ҫулласа илнӗ, ха-ха-ха!..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Двойка сана, ҫылӑха пӗлмен Киремет ачи, — тенӗ тияккӑн, чернил тумламне класс журналӗ ҫинчен хӑвӑрттӑн ҫулласа илсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Виҫӗ уйӑх ҫӳретӗп, кашнинчех питех те кӑсӑк, — чӗлхине ҫулласа хушса хучӗ Эсмен.

— Три месяца хожу, а каждый раз интересно, — сказал, облизываясь, Эсмен.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Унтан тискер кайӑк куҫӗсене никама та нимӗн вырӑнне хуманла хӗскелесе капмар атӑ тӑхӑннӑ сакӑр мӑшӑр урапа, унӑн чӑпар кӳлепи урлӑ мӑраннӑн утса каҫаканскерсене, пачах асӑрхамасӑр хӑйне аякӗнчен кахаллӑн ҫулласа илчӗ.

Затем, пренебрежительно щурясь, ленивый хищник оставил без внимания восемь пар ног, обутых в громадные сапоги, неуклюже перешагнувших через его пестрое туловище, и облизал лапу.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Куҫӗ курмасть, хул пуҫҫипе чӗр куҫҫине те ҫиҫӗм вӑйлах «ҫулласа ӗнтнӗ».

Слепой, с обожженными плечом и голенью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

— Ах, кӗрслеттерет! — терӗ те Илюха, хӑйӗн сӑмси айне ҫулласа илчӗ.

— Во бахает! — Илюха вытер рукавом нос и засмеялся.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Вӑкӑр чӗлхипе ҫулласа илмелле йӑвӑ акаттӑмӑр йӗтӗне.

«Лен сеяли так густо, что бык языком мог слизнуть».

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех