Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку; 27. лешӗсем хыҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ Манӑн сылтӑм аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑрпа ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр — ҫичӗ Чиркӗвӗн ангелӗсем пулаҫҫӗ; эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ — ҫичӗ Чиркӳ пулать.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2. пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3. ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4. мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ ҫырма, ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ ҫырмара ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ чул.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
«Ҫичӗ уйӑх — сахал вӑхӑт мар, ҫичӗ хут юратса ҫичӗ хут сивӗнмелӗх те пур.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мана, турӑ ҫыннине, кӳрентернӗшӗн сана таса пӳлӗхҫӗ ҫичӗ хут тавӑрать, сан валли ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ амак ярать, сан кил-ҫуртна ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ хаса кӳрет.
19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эрнере ҫичӗ кун; пуҫра ҫыннӑн ҫичӗ шӑтӑк: икӗ куҫ, икӗ хӑлха, икӗ сӑмса шӑтӑкӗ, пӗр ҫӑвар; тӳпере ҫичӗ планета: Уйӑх, Меркурий, Венера, Хӗвел, Марс, Юпитер, Сатурн.
Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кладовойӗ, паллах, ҫичӗ тинӗс леш енче, ҫич вӑрманпа ҫичӗ хир хыҫӗнче пулнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Варя каялла киличчен ҫӗр ҫул иртнӗнех туйӑнчӗ.
Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Володя ҫинҫе кантрана хӑвӑрт аялалла туртрӗ те, чаршав хутланкаласа икӗ еннелле уҫӑлчӗ, залри пӑчӑ сывлӑш сцена ҫине хумханса кӗчӗ, сцена ҫинче хулӑн купца, кӗпи айне чикнӗ минтерне юсаса, мунчала сухалне хускатса, Аркаша Кругликов сассипе: — Савнӑ хӗрӗмсем, чипер хӗрӗмсем, хитре хӗрӗмсем, хамӑн купца ӗҫӗпе эпӗ ҫитмӗл те ҫичӗ ҫӗр урлӑ, ҫитмӗл те ҫичӗ патшалӑха, ҫитмӗл те ҫичӗ государствӑна каятӑп, — терӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
9. Ман патӑма ҫичӗ ангелтан, юлашки ҫичӗ асапа тултарнӑ ҫичӗ курка тытса тӑраканскерсенчен, пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: кил-ха, эпӗ сана Путек ҫураҫнӑ хӗре, Ун арӑмне, кӑтартӑп, терӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫичӗ пуҫ — арӑм ларакан ҫичӗ ту, 10. ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫичӗ патшана та пӗлтерет: вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пӗтрӗҫ, пӗри пур, тепӗри — ҫиччӗмӗшӗ — килмен-ха; килсессӗн те вӑл нумаях тӑмӗ.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӑхрӑм та — акӑ тӑватӑ чӗрчун варринчи аслӑ пуканпа ватӑ ҫынсем хушшинче ӗнтӗ пуснӑ путек пек Путек тӑрать; Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑ, ҫак куҫсем — Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Соломон, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ҫичӗ кунлӑх уяв — питӗ пысӑк пуху — тунӑ, халӑх Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа Египет шывӗ таран пуҫтарӑннӑ; 9. саккӑрмӗш кунне уяв тунӑ, мӗншӗн тесессӗн парне вырӑнне кӗлтуса тасатасси ҫичӗ куна пынӑ, уяв та ҫичӗ куна пынӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Валаам Валака каланӑ: ман валли ҫакӑнта ҫичӗ парне вырӑнӗ ту, ман валли ҫакӑнта ҫичӗ пӑрупа ҫичӗ така хатӗрле, тенӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.