Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫич (тĕпĕ: ҫичӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑ улт тӗрке пирри пурччӗ, Ҫитмӗл ҫич кӗпелӗх тӗрри пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫич арҫынтан тӑваттӑшӗ килтен тухма хӑрасан, ял кулӗ! — терӗ Микур.

А если из семерых мужиков четверо побоятся дом оставить, вас люди засмеют! — подначивал Мигур.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

— Мана йӑрӑлӑхшӑн каҫарсамӑр: Сахӑр компанийӗн акцийӗсене ҫич ҫӗр улттӑлла сутнӑ, пӗтӗмӗшле тупӑш — ҫирӗм ҫичӗ пин фунт, ӑна Рамон Баррох банкне куҫарнӑ.

— Извините мое проворство: акции Сахарной компании проданы по семьсот шесть и реализованная сумма — двадцать семь тысяч фунтов — переведена банкам Рамона Барроха.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Икӗ шӑтӑк 250 ҫинче, пӗрре — 125 ҫинче, тӑваттӑшӗ тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ, пӗчӗкрех цифрӑллӑ; пурӗ пӗрле — ҫич ҫӗр аллӑ очко.

Две дырки были на 250, одна на 125 и четыре разного значения, но мельче цифрой; по подсчету всего — семьсот пятьдесят очков.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

«Тинӗс карети» — парӑслӑ ҫич ҫӗр тоннӑллӑ карап, Филиппин утравӗсем патӗнчен таврӑнса яккӑр янӑскер — Покетра юлчӗ.

Там стояла его «Морская карета» парусное судно в семьсот тонн, пришедшее с Филиппинских островов.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

— Ку пичкесене санӑн несӗлӳ Джон Грэй пин те ҫич ҫӗр тӑхӑр вун виҫҫӗмӗш ҫулта «Бигль» караппа Лиссабонран илсе килнӗ, эрехшӗн икӗ пин ылтӑн пиастр тӳленӗ.

— Эти бочки привез в 1793 году твой предок, Джон Грэй, из Лиссабона, на корабле «Бигль»; за вино было уплачено две тысячи золотых пиастров.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫич ют-р-и ҫӗре ман ӑсан-мал-ла…

Эх и в чужу сто-орону надоть мне ити…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр, Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫич ҫул тинӗс курман пули-пулми моряк таврашӗ мар.

Не какой-нибудь там морячок, что семь лет моря не видал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ыйту ҫине ответ париччен малтан эпӗ хамӑн ҫак гранит пек ответсене аса илтӗм — «ҫич хут ҫиччӗ — хӗрех тӑххӑр», унтан ун ҫумне ӑсра тепӗр ҫиччӗ хушрӑм та минутран савӑнӑҫлӑ персе ятӑм:

Прежде чем! ответить на вопрос, я вызвал на помощь гранитный столб «семью семь — сорок девять», прибавил к нему недостающую семерку и через минуту торжественно выпалил:

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫич хут саккӑр-и?..

— Семью восемь?…

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ну-ка, ҫич хут саккӑр миҫе пулать? — ыйтрӗ вӑл ман ҫине пӑхса.

— Ну-ка, сколько будет семью восемь? — спросил он, взглянув на меня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Батальон командирӗсем уйрӑм отрядсене малти линирен тыла черетпе иле-иле тухаҫҫӗ, штурмламалли ушкӑнсем йӗркелеҫҫӗ, вӗрентсе ҫич хут тар тухиччен хӑшкӑлтараҫҫӗ.

Командиры батальонов снимали по очереди в тыл с переднего края отдельные отряды, формировали штурмовые группы, гоняли их до седьмого пота.

VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫич тинӗс леш енчи патшалӑхран Варя та велосипед йӑтса килсе ҫитрӗ.

А тут явилась из тридесятого царства Варя и принесла велосипед.

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Кладовойӗ, паллах, ҫичӗ тинӗс леш енче, ҫич вӑрманпа ҫичӗ хир хыҫӗнче пулнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Варя каялла киличчен ҫӗр ҫул иртнӗнех туйӑнчӗ.

Кладовая помещалась, несомненно, за тридевять земель, в тридесятом царстве, потому что Вари не было целую вечность.

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ан ултала эс пире, Ан мухта эс ҫич юта, Ҫич ют ҫӑкри — шар-тӑвар.

Чтобы ты нас не обманывал, Не хвалил бы, не нахваливал Чужедальние стороны, Нелюдимые слободы.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫитмӗл те ҫич ҫырма урлӑ каҫса, ашапатман карчӑк сӑрчӗ урлӑ иртмелле, тет.

Семьдесят семь рек и озер надобно пересечь, да еще перейти через гору, где сидит старуха-колдунья.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Утламӑшрах, тен, камӑн та пулин ҫич ҫулхи автанӗ пур-тӑр.

Авось в Утламыше у кого-нибудь и семилетний петух есть.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ай, Кантюк шӑллӑм, эпӗ хамшӑн хӑрамастӑп-ха, — Нямаҫ сӗнсе панӑ эрех куркине тутанса пӑхмасӑрах сӗтел ҫине лартрӗ Эпселем, — тавӑру сехечӗ виҫ сыпӑка виҫет те ҫич сыпӑка ҫитет…

— Ах, братец Кандюк, да я не о себе пекусь! — Эпселем поставил на стол чарку, наполненную Нямасем до краев, даже не пригубив ее, — месть замахивается на три колена, а достает до семи…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эс таҫти ҫич ют хӗрӗ.

Ты чужая девушка издали.

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех