Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗҫ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан хӑра, — лӑплантарчӗ вӑл мана, — тепрер икӗ ҫултан пирӗн хирсем те Украина ҫӗрне ҫитӗҫ

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Паян вӗсем, ӗшеннӗ те чирлӗскерсем, сахаллӑн, ыран акӑ ҫирӗме… утмӑл-ҫитмӗле… ҫӗре… пине ҫитӗҫ.

Правда, их сегодня немного, отчаявшихся, больных, изможденных, но завтра их будет больше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, ыранах ҫитӗҫ, тен, тепӗр кун тин.

Может, завтра, а может, и через день.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпир кунта куҫса килнине пӗлсен яла тӳрех иҫниксем персе ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илтет Ахтупай арӑмӗ Эрнепи, ваттисем тӗрлӗ калаҫаҫҫӗ: пӗрисем Мускав патши вӗсене пурне те тытса хупрӗ пулӗ теҫҫӗ; теприсем лӑплантарма пӑхаҫҫӗ — ҫул вӑрӑм, ан васкӑр-ха, чиперех килсе ҫитӗҫ ак теҫҫӗ; урӑх тӗрлӗ калаҫакансем те пур: Тукай хӑйӗн юратнӑ хӗрне Сарри мӑрса ывӑлне качча панӑ та тутарсенчен хӑраса Сӑр таврашнех пурӑнма юлнӑ, ял ҫыннисене те хӑй патне хӑварнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пухӑннӑ эмоцисем сире темиҫе эрнелӗхе ҫитӗҫ.

Накопившиеся эмоции дадут вам положительный заряд на несколько недель вперёд.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, Сарыевпа Акпарс та килсе ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юн юхнӑ йӗрпе тутар нукерӗсем ӗрӗхсе ҫитӗҫ, анчах та шурӑ ҫар ҫынни темшӗн пытанма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ак хӑйсемех кӗпӗрленсе ҫитӗҫ, нӳхрепрен апат-ҫимӗҫ йӑтса та ӗлкӗреймӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яла та килсе ҫитӗҫ пӳтсӗрсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ваҫкӑна хуса ҫитӗҫ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — унӑн ҫӗклемӗ йывӑр.

«Догонят Ваську, — подумал я, — у него ноша тяжелая.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Раҫҫейри Ӗҫ ҫыннисен спартакиадине хутшӑнакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пин ытла йышпа килсе ҫитӗҫ.

Более тысячи участников из всех уголков страны прибудут на Спартакиаду трудящихся России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Кивҫене кӗрсе ӗлкӗрӗн кӑна — хурахсем каллех такам вӗслетнипе вӗҫтерсе ҫитӗҫ те ҫаратса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачи ӑна-кӑна самаях тӗшмӗртекенскер, пӗр-пӗр ӑнсӑртлӑх сиксе тухмасан, ӗҫ-пуҫ малашне те йӗркеллех пырӗ, унран ҫӗнӗ хыпарсем татах ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав кӑтра пӗлӗтсем хуллен-ерипен Утар ялӗ еннелле куҫса пыраҫҫӗ, паянах, кӗҫех ҫитӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр сӑмахпа, хӗрлисем кӗҫ пуҫӗпех хавшаса ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрӗк сехетрен кунта ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа, ялсенчен таврӑнсан, пирӗн пата ытти милиционерсем те ҫитӗҫ

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну ничево-о, халех кунта килеймӗҫ-ха вӗсем, кӑнтӑрла иртеспе кӑна персе ҫитӗҫ

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунсем ҫитӗҫ, эпир вӑл пуҫлӑх пулнипе савӑнса мухтанӑпӑр.

Настанет день, когда мы будем им гордиться.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех