Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнекен (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма тата спортпа туслаш- тарма условисем туса парассине тӗпе хураҫҫӗ ҫак ӗҫе пуҫаракансем.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе пуҫарнӑ «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен историйӗ социализм вӑй илнӗ тапхӑртах тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Вӑл пурӑннӑ, утса ҫӳренӗ, ҫак урамри лаштра йӑмрасен сывлӑшӗпе киленнӗ, пӗрремӗш сӑввисене шӑрҫаланӑ вырӑнсем тӑванӗсемшӗн кӑна мар, ҫитӗнекен ӑрушӑн та чуна ҫывӑх пyлччӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пирӗн ҫакна яланах асра тытмалла: урӑх нихӑҫан та вӑрҫӑ ан пултӑр тесен ҫитӗнекен ӑрӑвӑн иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Пире улӑштаракан ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрушӑн ӗҫпе палӑрнӑ кӑтартуллӑ ҫынсем районта сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Вӑл ҫирӗплетнипе килӗшмеллех: патриотлӑх туйӑмне аталантарасси ҫамрӑксене общество ӗҫне йӗркелесе явӑҫтарнипе пулаймӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӗн хастарлӑхӗ тапса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йывӑр лару-тӑрура ҫитӗнекен ачасен канӑвне йӗркелеме, сывлӑхне ҫирӗплетме федераци бюджетӗнчен 19 млн тенкӗ куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Районти уй-хир ӗҫӗсене Ф.Г.Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗн механизаторӗ пуҫланӑ: нумай ҫул ҫитӗнекен курӑка апатлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Дыньӑн кунта лайӑх ҫитӗнекен сорчӗсем - Золушка, Ирокез, Дубовка.

Хорошо созревающие сорта дыни - Золушка, Ирокез, Дубовка.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Алла Салаева, «Чӑваш Ен чӗрӗ урокӗсем» программӑн модераторӗ, пурнӑҫлама пуҫӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чӑн-чӑн патриот пулма, тӗрлӗ предметпа пӗлӗве тарӑнлатма, пулас професси тӗлӗшпе шухӑш-ӗмӗте уҫӑмлатма, тӑван халӑх пуянлӑхне хаклама ырӑ витӗм кӳрессе ҫирӗп ӗненет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑрҫӑ, туслӑх, мирлӗ пурнӑҫ темине хускатса сӑнарлакан фильмсене аслисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та кӑтартасчӗ, - терӗ иртнине аса илсе, паянхи куна пӗтӗмлетсе Нина Мефодьевна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

– Промышленноҫ призводствин аталанӑвӗ ҫитӗнекен ӑру пахалӑхлӑ пӗлӳ илнинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫитӗнекен ӑру киревсӗр йӑласемпе туслашса ӳсни обществӑшӑн питӗ пысӑк инкек.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова коммуналлӑ пулӑшӑвӑн кӑҫалхи хакӗсемпе, республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов демографипе, ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫакӑ питех те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшне те, пӗтӗм обществӑна та, вӗренекенсен пӗлӳ шайӗсӗр пуҫне, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ыйту пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать.

Это очень важно, потому что родителей и в целом общество, помимо уровня образования учащихся, серьезно волнует вопрос воспитания подрастающего поколения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, граждан тивӗҫӗсене ӑса хывма, чыса ҫамрӑкран упрама вӗрентес тӗллевпе пуҫарнӑ ушкӑнсенче воспитани илекенсем ытти вӗренекеншӗн - тӗслӗх вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех