Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитменскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылхан ҫитменскер, пӗтмен ҫаплах!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑлса ҫитменскер, аран-аран калаҫать Кирук мучи.

Не протрезвившись, с трудом разговаривал дед Кирук.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Халь, ларкӑч ҫине таянса, пӗтӗмпе урӑлса ҫитменскер, вӑл Хайдерабадра вӑхӑта епле ирттернине тӗлӗкри пек тӗпе-йӗрӗпе аса илсе пынӑ: хула тулашӗнчи ҫурта ҫити тонгӑпа уҫӑлса ҫӳрени, садри фонтансем, пальма айӗнчи кавирсем, улма-ҫырла соусӗсем ярса тунӑ ӑнланмалла мар ҫимеллисем асне килнӗ ӑна.

Сейчас, развалясь на сиденье, еще не совсем трезвый, он, как в полусне, вспоминал подробности хайдерабадского времяпрепровождения: прогулку на тонгах в загородный домик, фонтаны в саду, ковры под пальмами, непонятные кушанья с фруктовыми соусами.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пӑлхава васкамасӑр, ӑслӑлӑх никӗсӗпе хатӗрленӗскер, ӗнерхи хыҫҫӑн та хыпаланманскер тата татӑклӑ йышӑну патне ҫитменскер — Гор ҫак самантра вӑранчӗ тейӗн.

Гор, медленно и научно подготовлявший восстание, и даже после вчерашнего медливший и не решавшийся, — вдруг точно проснулся.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗрлӗ хыпара часах шанман тата асӑрханса ҫӳрекен майор, халиччен ҫын ҫине шанма хӑнӑхса ҫитменскер, кам пӗлет, тен ҫак ҫын: Айртонӑн сӑмахӗсем ҫын шанӑҫне тивӗҫлӗ-ши тесе ыйтать пуль хӑйӗнчен.

Может быть, только, майор, недоверчивый и осторожный от природы, спрашивал себя, заслуживают ли полного доверия слова Айртона.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл, ман хӗрача, хӑй ҫитӗнсе ҫитменскер пулсан та, тӳрех калатӑн — ӑна пуҫ тайса пуҫ ҫитес ҫук.

Хоть и дочь она мне, и малолетка, а прямо скажу — поклон земной ей за это.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Мӗн турӑн эсӗ, Верка, ылхан ҫитменскер? Э?» — анчах ылхан ҫитмен Верка залра ҫук иккен, амӑшӗ ун патне пӳлӗме ыткӑнчӗ, — Верочка пӳлӗмне питӗрсе лартнӑ; алӑка ватас тесе, амӑшӗ пӗтӗм пӗвӗпе алӑк ҫине пырса талпӑнчӗ, анчах алӑка ватма пултараймарӗ, ҫӗрҫӑтасшӗ Верка вара: «Эсир алӑка ватса кӗретӗр пулсан, эпӗ чӳречене персе вататӑп та пулӑшу ыйтма пуҫлатӑп. Сирӗн алла чӗррӗнех лекместӗп», — терӗ.

— Что ты сделала, Верка проклятая? А? — Но проклятой Верки уже не было в зале; мать бросилась к ней в комнату, но дверь Верочкиной комнаты была заперта; мать надвинула всем корпусом на дверь, чтобы выломать ее, но дверь не подавалась, а проклятая Верка сказала: — Если вы будете выламывать дверь, я разобью окно и стану звать на помощь. А вам не дамся в руки живая.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех