Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр; 2. сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп, 3. [вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.