Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗксӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫителӗксӗр (тĕпĕ: ҫителӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун пек ӗҫ ҫинчен хамӑр ҫеҫ шухӑшлани ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑмахран, чечче шатри тухасран хул касма пӗлекенсем ҫителӗксӗр пулнӑ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчех хӑш-пӗр хресченсене ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫынсем нумай чирлени, вырӑнтан тухнӑ тухтӑрӗсемпе фельдшерсем ялсенче ҫителӗксӗр пулни вырӑс тухтӑрсене самай пӑшӑрхантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллах ӗнтӗ, больницӑсем сахал пирки чирлӗ ҫынсене пурне те унта йышӑнма пултарайман, вырӑн ҫителӗксӗр пулнӑ, 1859 ҫул тӗлне Шупашкар уесӗнче 68 пин ҫын валли пурӗ 50 вырӑн, Ҫӗрпӳ уесӗнче 100 пин те 600 ҫын валли 17 вырӑн, Етӗрне уесӗнче 103 пин те 200 ҫын валли 12 вырӑн ҫеҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

— Физика вӗрентнӗ чухне материала типпӗн ӑнлантарни ҫеҫ ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

«Паллӑ, эпир хамӑр енчен чӗр чунсем валли приютсем туса пама пултаратпӑр-ха, анчах ку кӑна ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Ачасене мӗн пӗчӗкрен ырӑ пулма вӗрентмелле, чӗр чунсене пӗчӗккӗ чухне кӑна юратни ҫителӗксӗр пулнине, вӗсене ӳссе ҫитӗнсен те май пур таран пулӑшма тӑрӑшмаллине ӑша хывтармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пахчана темиҫе грузовик тислӗк пырса тӑкнӑ пулсан та, ман хуҫана ку ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ку та ҫителӗксӗр – тивӗҫсене кӑмӑлтан тӑрӑшса пурнӑҫламалла, ҫитӗнӳсем тумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

«Йод ҫителӗксӗр чухне аталанакан чир-чӗрсем пирки ҫеҫ каламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

Тӗрлӗ программӑсем, социаллӑ тӗревсем ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатаҫҫӗ, ҫапах та ку ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Чухӑнлӑхпа ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗ кӗрешет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60473

Апла пулсан, ҫамрӑк яш-кӗрӗм валли ҫителӗксӗр кану йӗркелени сисӗнкелет», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

— Вӗсене тилӗпе е кашкӑрпа танлаштарни ҫителӗксӗр пуль…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тепӗр тесен, халӑха шар кӳнӗ мӗнпур инкек-синкекшӗн Сталина кӑна айӑплани ҫителӗксӗр пек туйӑнать, мӗншӗн тесен саккунсӑрлӑх тени, урӑхларах шухӑшлакансене вӑйпа хӑратни, вӗсене ют ҫӗршыва хуса кӑларса яни е пуҫӗпех тӗп туни Ленин вӑхӑтӗнчех пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук-ха, сулахайри тени ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Коллектив пирӗн вӑйлӑ, анчах та условисем ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен те колхозсенче ӗҫ вӑйӗ ҫителӗксӗр пулнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Мӗнтен начар вӑл, мӗнтен ҫителӗксӗр?

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хӑйсен пӗртен-пӗр ывӑлне вӗсем ҫителӗксӗр пурнӑҫ кӑтартман, анчах кӑштах йӑнӑш ҫулпа ҫеҫ янӑ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех