Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫимӗк (тĕпĕ: ҫимӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫимӗк ыран тин пуҫланать халь. Пин хут та кайса килӗн», — терӗ те урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫимӗк каҫӗ кӗҫӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуллахи чи хитре вӑхӑт — ҫимӗк ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ хайхи Кӗрккешӗн ҫимӗк ҫитрӗ, — терӗ вӑл пушшине упӑшкине, унтан хӗрӗсене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл та ҫимӗк кунӗ тӑхӑннӑ тӗрӗллӗ шурӑ кӗпипе; кӑвак йӗмне пир тӑла ӑшне чиксе, урине ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ; пилӗкӗнче ярапаллӑ шараҫ пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче ҫимӗк иртсенех таҫта кайнӑ та утӑ умӗн тин килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Паян акӑ ҫимӗк.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк валли сӑра тӑваймарӑмӑр, салачӗ ҫук та, — терӗ анне пӑшӑрханнӑ кӑмӑлпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Яланхи пек ҫӗрле хутатӑр пулӗ-ха ҫимӗк мунчине.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк — вӗсен кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк каҫӗ вилнӗ ҫынсем яла килеҫҫӗ, тет Ҫемук амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Апла пулсан, мунчара эсӗ мана ҫимӗк курӑкӗпе нумайччен ҫап, юрӗ-и? — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк чух ҫав курӑксемпе мунчара ҫапӑнсан, чирлӗ ҫын сывалать, ватӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулать, ҫамрӑксем тӗреклӗ, пултаруллӑ ҫитӗнеҫҫӗ тенӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк курӑкне вӗсем ҫаранта, вӑрманта, кӳлӗ хӗрринче тата сӑртанкӑ вырӑнсенче пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫимӗк курӑкӗ татма каятпӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран ҫимӗк тенӗ чух анне тӑмпа кӑмака шуратрӗ, стенасене ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ михӗлӗх, анне варпуҫҫи ҫыхнӑ, хӗлӗх пек ҫинҫе те яка ҫип арлать — пичче валли ҫимӗк чух тӑхӑнма аван кӗпе пултӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑмартине мункун чух та ҫимӗк чух ҫеҫ ҫисе куратпӑр, ялан ҫӑкӑрпа ҫӗрулми те ҫусӑр яшка…

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш та пӗр курӑкне мунча кӗрсе тухса тасалсан тин татма юранӑ, теприсене ҫимӗк кунӗ ирхине ҫынсем тӑриччен пуҫтармалла пулнӑ…

Например, некоторые травы можно рвать только после того, как вымоешься в бане, очистишься от грязи, другие — в день Симека, до восхода солнца и пока не проснулись люди…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Иртсе кайрӗ виҫ эрне Ҫимӗк эрни хыҫӗнчен, Ват упӑшка хӗснине Нарспи тӳсрӗ ҫавӑнччен.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех