Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳсме ҫук шӑрӑх, тусанлӑ типӗ ҫилсем, шыв ҫителӗксӗрри пирӗн тертсене тата ытларах йывӑрлатаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ку ҫӗре нумай ӗмӗрсем хушши типӗ ҫилсем вӗрсе типӗтнӗ, хӗвел шарлантарса ҫирӗп, цезиентпа хытарса лартнӑ пек, пулса ҫитиччен хӗртнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл ялава Оренбург ҫеҫенхирӗсемпе Урал тӑрӑхӗнчи ҫилсем вӗрсе варкӑштарнӑ, легендарлӑ Чапаевӑн, Фурмановӑн аллисем сӗртӗннӗ ун ҫумне, ӑна хӑйӗн полководец ӑсӗпе Михаил Васильевич Фрунзе чап кӳнӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Полк ялавӗ, хӗрлӗ вӗҫен кайӑк евӗр пӗрре сулхӑн вӑрман чӑтлӑхӗнче ҫухалать, тепре каллех, ҫеҫенхирти витӗр курӑнакан ҫилсем ҫинче вӗлкӗшсе, хӗвеллӗ ирӗклӗхе тухать.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Поляр ункин леш енчен килекен ҫилсем Енисей тӑрӑх анаталла мӑрьери пек уласа вӗрсе иртеҫҫӗ, — госпитальте ӑшӑ, шефсем парнелесе хӑварнӑ столетниксем, Украина ӳсентӑранӗсем, ешереҫҫӗ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗлле лайӑх ӗнтӗ, анчах вӑл ытлашши вӑрӑм: йывӑр тумтир, сивӗ ҫилсем йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ, пӳртрен трусикпе сандали вӗҫҫӗнех чупса тухас килет, ҫырмара шыва кӗрес, курӑк ҫинче йӑваланас, пулӑ тытас килет, — тытаймасан та инкекех мар, ун вырӑнне ушкӑна пухӑнма, ӑмансем чавма, вӑлта тытса ларса: «Шурик, санӑнне туртать пулас унта!» тесе кӑшкӑрма мӗн тери хаваслӑ!
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫав палан йывӑҫҫи вара Романӑн шухӑшӗсем ҫинчен ҫилсене каласа панӑ пулӗччӗ, ҫилсем вӗсене Альпа тӑвӗсем урлӑ хӗвелтухӑҫнелле илсе кайӗччӗҫ…Она рассказала б ветрам о Романовых думах, а ветры понесли б их через Альпы на восток…
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Йӗри-таврара пур ҫӗрте те виҫӗ-тӑватӑ бала ҫитекен ҫилсем вӗреҫҫӗ, проливра шторм алхасса каять.Кругом ветер три-четыре балла, а в проливе свирепствует шторм.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Стоксем тесе кунта вырӑнти ҫилсене калаҫҫӗ, хӑйсене ятарласа хӑваланӑ пекех ҫав ҫилсем кунта пур вырӑнсенчен те пухӑнаҫҫӗ.Стоки — это местные ветры, которые стекаются сюда, словно кто-то их специально гонит.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пирӗн лётчиксем вӑйлӑ ҫилсем кашласа тӑнӑ ҫӗрте, утравсемпе Пысӑк Ҫӗр ҫыранӗсем ҫине пырса ҫапӑннипе пӑр яланах вакланса тӑракан Чукотски тинӗсӗ ҫине — челюскинецсем патне — анса ларма пултаратчӗҫ пулсан, полюс ҫине эпир ним мар анса ларма пултаратпӑр!
Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Каспи ҫинче вара тӑтӑшах ҫилсем пулаҫҫӗ, ҫитменнине вӑйлисемех тата, ҫавӑнпа та тинӗс тӗпӗнчи нефте ҫак энергипе уҫласа кӑларни пуринчен те усӑллӑрах.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Бакури ҫилсем ҫинчен, музыка ҫинчен, уяв ҫинчен?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫеҫенхир-ҫке-ха, йӗри-тавра ҫеҫенхир, шӑрӑх, вӗри ҫилсем.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Тата вӗри ҫилсем тертлентерчӗҫ — тырӑ ӗнчӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Август уйӑхӗ вӑл — кӑнтӑрти тинӗссенче ҫил-тӑвӑлсемпе штормсем тата вӑйлӑ ҫилсем кӑларакан уйӑх.В южных морях август — месяц бурь, штормов и сильных ветров.
Аврал // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Ҫилсем ҫинчен вӑл, станци сотрудникӗсем ҫинчен каланӑ пек, калаҫать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кунта кӑна вӑл, кӑнтӑрта, декабрь уйӑхӗнче те ҫур иртмест, яланах хӗл ҫине пыра-пыра кӗрет, пӗр ик-виҫе кун хушши кутӑнлашса тытӑнса тӑрать, анчах ҫилсем ӑна, харкашма юратакан ҫынна кӑларса ывӑтнӑ пекех, часах шавлӑн та кӗрлеттерсе хӑваласа яраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Витӗр касакан ҫилсем вӗрнӗ пирки тата питӗ ҫара пулнӑ пирки хӑюсӑр та ачаш кайӑксем ҫав чул ҫыран ҫинче пурӑнайман пулӗччӗҫ.Робкие и нежные птицы не могли бы ужиться на ней из-за пронзительных ветров и оголенной пустоты.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Инҫетри пӳртсем енчен пӗрмай юрӑ илтӗнчӗ те, Шалов янравлӑ, ачаш, хаваслӑ, инҫетри ҫеҫенхирсенчи ҫилсем, тинӗселле васкакан чарусӑр шывсен шавӗ, анлӑ хирсем ӳстернӗ кӗвӗсене касса кайсах итлесе тӑчӗ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫуркунне тӑм илни, ҫуллахи вӗри ҫилсем, ҫумӑр чӗреслетсе ҫунӑ хушӑра канав алтни, Фрося сӑрчӗн айккинче ирттернӗ пӗтӗм каҫ — пурте кунта, ҫак пӳлмесене, кӗрсе выртнӑ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.