Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах кунсем сивӗ тӑраҫҫӗ-ха, вӑйлӑ ҫилсем, хӗрхенӳсӗр шӑнтать.
Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447
Тинӗс пырӗпе каҫма флотилине тӑватӑ уйӑх ытла кирлӗ пулнӑ, ун урлӑ Элькано пек опытлӑ тинӗс ҫӳревҫӗ пулӑшнипе ҫеҫ иртме май пулнӑ — ҫил-тӑвӑлсемпе вӑйлӑ ҫилсем пӗр-пӗрине татти-сыпписӗр ылмаштарса тӑнӑ чухне навигацине самай йывӑрлатнӑ.
Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE
Уярӑн «Шурча таврашӗнче», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» (1-мӗш кӗнеки), Степан Асланӑн «Ахрат», Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» (1-мӗш кӗнеки), Мария Ухсайӑн «Кӑра ҫилсем» романӗсем тӑрӑх виҫетчӗҫ, Алексей Талвирӗн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫне вара хӑш-пӗр критиксем тӗнчере халиччен пулман произведени вырӑнне хума хатӗрччӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Сивӗ ҫилсем ҫурҫӗр пӗлӗчӗсене хӑваласа килчӗҫ те, ир енне юр ӳккелесе тӑчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗрхи ҫилсем ҫара хурӑнлӑха лӑскаҫҫӗ, йывӑр хуйхӑ сывӑ юлнисен чӗрисене касать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗлле чӗр вилӗм ку касра пурӑнасси: юрлӑ, аскӑн ҫавра ҫилсем урам тӑршшӗпех ҫӳллӗ кӗртсем хӳсе лартаҫҫӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Таҫта ҫавӑнта, вӗҫленмен ҫерем варринче, витӗр ҫилсем, ҫумӑрсем, юрсем айӗнче унӑн упӑшки выртать.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринче климат типӗ, Кавказӑн Хура тинӗс хӗрри — Союзри чи йӗпе-сапаллӑ вырӑн: хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен ҫилсем Хура тинӗсрен кунта нӳрӗк илсе килеҫҫӗ, ӑна ҫӳллӗ тусем малалла ямаҫҫӗ, ҫавӑнпа ту хӗррисенче вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫӑваҫҫӗ.
Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫав ҫумӑрсене кунта Лӑпкӑ океантан вӗрекен ҫилсем илсе килеҫҫӗ.
Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кунта Атлантика океанӗнчен вӗрекен нӳрлӗ ҫилсем ҫитеймеҫҫӗ, типӗ ҫилсем вӗрсе тӑраҫҫӗ.Сюда не доходят влажные ветры с Атлантического океана, а дуют сухие ветры.
Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӗвелтухӑҫнелле кайнӑҫемӗн унта Атлантика океанӗнчен вӗрекен ҫилсем сахалрах ҫитеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унталла хӗл сивӗрех те сивӗрех пулать, ҫу типӗрех те шӑрӑхрах пулса пырать.
Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӗвеланӑҫӗнчен, тинӗс ҫинчен, вӗрекен ҫилсем тинӗс хӗрринчи вырӑнсене нумай нӳрӗк илсе пыраҫҫӗ.Западные ветры, дующие с моря, приносят на побережье много влаги.
Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кунта нӳрӗ ҫилсем ҫитеймеҫҫӗ.
Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Атлантика океанӗнчен вӗрекен нӳрӗ, ӑшӑ ҫилсем кунта сайра-хутра ҫеҫ килсе ҫитеҫҫӗ, кунта ҫулла ҫумӑрсем пӗртте ҫуманпа пӗрех.Сюда редко доносятся теплые и влажные ветры с Атлантического океана, и дождей летом почти не бывает.
Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Сивӗ ҫилсем вӗрме тытӑнаҫҫӗ.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫилсем унталла нӳрӗк сахал илсе пыраҫҫӗ.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Час-часах ҫурҫӗр хӗвелтухӑҫ енчен вӗрекен сивӗ ҫилсем тулашаҫҫӗ, ҫил-тӑмансем ахӑраҫҫӗ, ялсене, ҫулсене юр хывса лартнӑ пирки поездсем чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӑш-хӑш чух шӑрӑх, типӗ ҫилсем вӗреҫҫӗ.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӗсене кунта Атлантика океанӗнчен вӗрекен ҫилсем илсе килеҫҫӗ.
Хутӑш вӑрмансен зонинчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӗвеланӑҫӗнчен, ӑшӑ Атлантика океанӗнчен, вӗрекен ҫилсем кунталла ӑшӑ илсе килсе хӗллехи сивӗсене ҫемҫетеҫҫӗ.