Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиллӗм (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ҫиллӗм килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ те, ӑшра ҫиллӗм тӑвӑлнӑччӗ пулсан та, ҫак йӑлана пӑсас темерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хӑмасем ӑҫтине пӗлсен, Мартина ҫиллӗм килчӗ те, чӑтаймарӑм — ун хваттерне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пӗрчӗ ҫиллӗм те юлмарӗ ман, йӑлт сирӗлсе кайрӗ ҫиллӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тен, чиперех иртсе каятчӗ пуль ман ҫиллӗм.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫиллӗм вара манӑн усал, алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Манӑн ҫиллӗм тамалчӗ.

Гнев мой улегся.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫиллӗм хальхинче те усал та тискер пулчӗ.

Ярость моя была ужасна.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Манӑн ҫиллӗм ӑс-хакӑлӑма тӗттӗмлетмест, эпӗ сана айӑп тума пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эсӗ посол…

Ты пришел сюда в качестве посла, и гнев, овладевший мною, не может затемнить мой рассудок до того, чтобы я забыл это.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах эпӗ унтан вӑйлӑрахчӗ, ҫитменнине манӑн та пит ҫиллӗм килсе карӗ, тепӗр минутранах вӑл ҫӗр ҫине ӳпне кайса ӳкрӗ те, аллисене пуҫӗ хыҫнелле тӑсса ярса, хӑйӑлтатса выртатчӗ.

Но я был сильнее его и очень рассердился; через минуту он лежал вниз лицом, протянув руки за голову, и хрипел.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Тавӑрас ҫиллӗм вӗресе тӑрать, командир юлташ.

— Я полон чувства мести, товарищ командир.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Кӗрсе вӑркӑнап ларӑва, ҫиллӗм тулнӑ, ятлап, ылханатӑп хам ҫав тери.

Взъяренный, на заседание врываюсь лавиной, дикие проклятья доро́гой изрыгая.

Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.

Ленинградран Мускава таврӑнсан манӑн ҫиллӗм, унашкалли вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулкалать пулсан та, лӑпланмарӗ.

По возвращении из Ленинграда в Москву мой гнев не остыл, как часто бывает в таких случаях по прошествии времени.

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

— Пӳлӗхҫӗм пӗлет, Михал Петрович, ман ҫиллӗм тапраннӑшӑн эпӗ мар, ху айӑплӑ! — кӑмӑлӗ тӑвӑлланма пуҫланӑҫемӗн сассине хӑпартса каларӗ Ҫтаппан.

— Михаил Петрович, перед Богиней судеб могу подтвердить, не я виноват в моем гневе, ты сам! — сказал Степан возвышая голос из-за нахлынувшей злости.

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑллӑ ӑна манпа, анчах эпӗ пуҫа ҫӗклеймерӗм, ытла ҫиллӗм килчӗ…

Со мной ей хорошо, но я тогда не мог подняться — злой был…

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑшӑм вӑркарӗ манӑн, ҫиллӗм тӑвӑлса килчӗ, ывӑнтӑм, гостиницӑна пырса кӗрсенех, пӗрремӗш хут пурнӑҫӑмра пуҫӑм ыратрӗ.

Я ушел расстроенный, злой, усталый, и в гостинице у меня первый раз в жизни заболела голова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хама кура, ҫиллӗм пур.

«Если посмотреть на меня, месть есть.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана мӗн таран асаплантарма юранине пӗлет тейӗн, эпӗ ҫилленсе кайсан, ҫавӑнтах аяккалла вӗҫтерет е пӗр-пӗр пустуй япала ҫинчен каласа мана култарса ярать, вара ҫиллӗм иртсе каять те ӑна хулӑпа лайӑхрах вӗрентмешкӗн аллӑм ҫӗкленеймест.

И как будто знает, сколько времени можно меня изводить; знает, что стоит ему меня рассмешить или хоть на минуту сбить с толку, у меня уж и руки опускаются, я даже шлепнуть его не могу.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

3. Манӑн ҫиллӗм кӗтӳҫисем ҫине тулса ҫитрӗ, Эпӗ качака такисене те хаса парӑп: Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн кӗтӗвне, Иуда килне, пырса курӗ те вӗсене Хӑйӗн вӑрҫӑри ырӑ учӗ пек тӑратса тухӗ.

3. На пастырей воспылал гнев Мой, и козлов Я накажу; ибо посетит Господь Саваоф стадо Свое, дом Иудин, и поставит их, как славного коня Своего на брани.

Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.

9. Не сделаю по ярости гнева Моего, не истреблю Ефрема, ибо Я Бог, а не человек; среди тебя Святый; Я не войду в город.

Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех