Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, паянхи куна илсен, Кубер-Педи ҫӗр ҫийӗнчи хула пулса тӑнӑ.

Конечно, в настоящее время Кубер-Педи – это полноценный наземный город.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Пушар — хурлӑх, инкек, типшар, пушар пулсан халӑхӑн, пирӗн ҫынсен пурлӑхӗ. килӗ-ҫурчӗ пӗтет, тепӗр чух ҫынсем ҫийӗнчи кӗпе-йӗмпе ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫийӗнчи тумтирӗсем камӑн мӗнле: пӗве илем кӳме мар тӑхӑннӑ, шукӑльшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗтри ҫапла пӗр хушӑ хӑй ӑссӗн калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ҫийӗнчи пӗчӗк пиншакӗпе пӗркенсе, кӑштах «пуҫ тӗкрӗ».

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тоня йӗкӗт ҫамки ҫине йӗпе пусма татӑкӗ хурать, Тамара ун ҫийӗнчи курткӑн хулпуҫҫи тӗлӗнчен ҫурӑлса кайнӑ ҫаннине ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӗвекрех чӑмӑр хулпуҫҫийӗсен, тулли хулӗсен, пӗтӗм хул-ҫурӑмӗн илемне кӳрсе тӑрать ун ҫийӗнчи тумтир.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унпа шӳт тума ҫук! — ҫийӗнчи кӗпине ҫурас пекех тарӑхса харкашрӗ манӑн тус.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Общежитие ҫитсен, вӑл ҫийӗнчи хуралса пӗтнӗ кӗпине хӑвӑрт хывса пӑрахрӗ те чылаях шӑртланса тӑракан сухалне хырма ларчӗ, унтан тула тухса лайӑх ҫӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Пӗррехинче тата, килсен пиллӗкмӗш кунӗнче, пӗчченех ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те ҫийӗнчи кӗпине ҫурса ывӑтрӗ, тепӗр кун уншӑн аслашшӗнчен кунӗпех каҫару ыйтрӗ, кӗпине сурни ҫинчен никама та ан кала тесе тархасларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унӑн ҫийӗнчи кивӗрех фуфайка кӑштах ҫӑнӑхпа вараланнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах хӑйӗн ҫийӗнчи йӗкӗт тумне хывса пӑрахасси пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем кунта ҫийӗнчи кӗписене хываҫҫӗ те ӗҫе тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫийӗнчи йӗпкӗн кӗрен кӗпи тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

«Ӗҫӳ япалу!» — алӑ сулчӗ вӑл, вара, часрах тула тухса, ҫӑвара карса, капламӑн-капламӑн уҫӑ сывлӑш хыпас тесе, ҫийӗнчи шурӑ халатне кӗхле-кӗхле, муталана-муталана хыврӗ те алӑк ҫывӑхӗнчи йӑрхахран ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫийӗнчи лӑсканса пӗтнӗ строительсем тӑхӑнакан спецовкинчен бетон ҫине шыв сӑрхӑнса юхать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тупӑп-ха сансӑрах кама та пулин!» — «ҫийӗнчи кӗпине чарр! чарр! ҫурчӗ» вӑл ӑшра, вара сулахаялла пӑрӑнчӗ те, татах тем хивреленсе, чӗлхинчен туратлӑ, хисепсӗр сӑмахсем вӗҫерте-вӗҫерте, вӑрман хӑрӑмнелле ывӑнса йывӑрланнӑ, кӑмӑлсӑр, хӑпартнӑ урисемпе лӑнкӑ-ланкӑ, лӑнкӑ-ланкӑ, кӑнт-кант пускаласа лакӑштатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫийӗнчи шупка костюмӗ самаях йӑптӑхланнӑ, уринчи хура пушмакӗ те хӑйӗн ӗмӗрӗн вӗҫнех тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑм шыва ӳкнӗскер ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне ал тӳрчӗпе шӑлкаласа илчӗ, пашкакаласа хӑйне йӗркене кӗртрӗ, унтан вӑрман ҫийӗн тавралла пӑхса илчӗ — хӑйне асамлӑн туртакан ҫутӑсене шырарӗ, анчах хӑрӑм пек хура вӑрман ҫийӗнчи хура тӑхлан пек пӗлӗтре ним уҫҫи-хуппи те палӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта ҫитсе тӑрсан, кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалса ҫӳрекен кӑмпаҫӑ куҫне умри вӑрман ҫийӗнчи хальлӗхе куҫ-пуҫ витӗрлекен кӑвак тӗтриллӗ инҫет, йӳпсӗнтерсе, палтах туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Борис ҫийӗнчи пиншакне хывса ҫерем ҫине сарчӗ, Клавӑна лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех