Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиесси (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вовӑн кӗлре пиҫнӗ ҫӗрулмине шутсӑр ҫиесси килет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла шӳрпе ҫиесси пулмасть пиртен.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Патак ҫиесси унта та, кунта та пӗрех, — хуравларӗ Пайкук.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыншӑн патак ҫиесси пулӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тупас пулать, унсӑрӑн упӑшку апат ҫиесси пирки шухӑшламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫиесси те килет унӑн, ӗҫесси те килет тенӗ пек.

А ей ни до чего: есть хочет, пить хочет.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫук, улталаман, ак ҫынсем пӑхса тӑраҫҫӗ, эпир санпа утта мӗнле ҫиесси пирки калаҫман, — тесе каларӗ тет Ятламас.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Дружинниксен апата йӗркеллӗ ҫиесси те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павлушӑн пуҫӗнче ни хӑрасси, ни шикленесси ҫук, ӑҫтан ҫӑкӑр тупса ҫиесси кӑна тертлентерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑнтӑрлахи апата столовӑйра пӗрле ҫиесси ҫинчен калаҫса татӑлсан, вӑл Антонина Павловнӑпа Павлушран уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр куркаран ӗҫесси, пӗр чашӑкран апат ҫиесси — ирӗксӗртен пулнӑ чухӑнсен йӑли, мӗн тӑвас тен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эли, тутлӑ яшка ҫиесси мӗн таран рехетлӗ!

Эли, какое блаженство съесть хороший обед!

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Анчах ҫынна ҫиесси — хӑрушӑ, тата тӗнче — пӗрисен вилӗмӗпе ыттисен пурнӑҫӗ вил тӑпри ҫинчи курӑкла ӳсекен тӗнче — ӑна килӗшӳсӗр, юрӑхсӑр туйӑнать.

Но страшно было есть человека, и нелепым казался мир, где на смерти одних, как трава на падали, растет жизнь других.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Ют куҫсенчен пытаннӑ ҫак бухтӑра мӗн ҫиесси пирки пӑшӑрханмасӑр пӗр уйӑх та ларма пулать.

Выходило, что в этой, спрятанной от чужих глаз бухте можно просидеть с месяц, не беспокоясь о том, что есть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Старикӗн питех ҫиесси килнӗ; вӑл саланнӑ та чӑнкӑ ҫырантан тӳрех шыва сикнӗ.

Старику очень хотелось есть; он быстро разделся и прыгнул с высокого берега в воду.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кӑнтӑрла умӗн ачасен ҫиесси килнӗ, анчах вӑя юратнипе вӗсен киле каясси те килмен.

К полудню дети проголодались, но, увлеченные игрой, не хотели идти домой.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Лешӗ каҫхи апат ҫиесси ҫинчен мансах Сашӑран уйрӑм вырӑн сарса выртрӗ те тек сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

«Тепӗр тесен апат ӑшӑтса ҫиесси йывӑр ӗҫ-им? Уншӑнах ал татӑлса ӳкмӗ-ха», — шухӑшларӗ те ҫамрӑк упӑшка арӑмӗн хӑтланкаларӑшӗсем ҫине алӑ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Хӗрен ним чухлӗ те какай ҫиесси килмен пек пулса, чыслӑн ярӑнса, вӗри сывлӑш юххи тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Коршун важно, будто ему совсем и не хотелось мяса, взмыл по горячему току воздуха.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ирӗк кирлӗ пулнӑ иккен, купӑста ҫиесси килнӗ…

Свободы захотелось, на капустку потянуло…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех