Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫветтуй сăмах пирĕн базăра пур.
ҫветтуй (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Ҫветтуй турӑ терӗм-ҫке. Ак хӗрес, ак ҫӑкӑр», — мӑкӑртатать Куҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак, ҫветтуй турӑ, урана хывман».

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ питӗ турра ӗненекенскерччӗ, ҫавӑнпа ялти вӑрӑм чӗлхесем ӑна Ҫветтуй Куҫук тесе ят панӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ калашле, Ишеке кайапӑр та Микулай ухатникпе Праскавье ҫветтуй умне ҫурта ҫутса кӗлтӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене Микулай ухатникпе Праскавье ҫветтуй ытларах пулӑшать терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эй, ҫветтуй Праскавье…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна влаҫсем саккунсӑр еретик тесе айӑпланӑ, кӑвайт ҫинче ҫунтарса янӑ, анчах кайран хӑйсенех вӗсен ӑна сӑваплӑ — ҫветтуй тесе йышӑнмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атте Турӑ, Ывӑлӗ Турӑ, Ҫветтуй Сывлӑшӗ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗн, Ывӑлӗн, Ҫветтуй Сывлӑшӗн ячӗпе.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнах та, халӗ ҫав ҫӑткӑнсем хӑрушӑ мар: вӑрман тӑрӑхӗнче вӑл хӑйӗнчен ҫӳллӗрех сулмаклӑ ӑвӑс патак хуҫса илчӗ, ҫавӑнпа та ҫветтуй вырӑнсене Турра пуҫҫапма ҫӳрекен ҫын пек ун ҫине таянса мӑнаҫлӑ тытрӗ хӑйне, тӗттӗмлӗхе тимлӗн тинкерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях та пулмасть, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, икӗ тимӗрҫӗ — Ванюшпа Мишшук, арӑмӗсемпе пӗрле ялӑн престол праҫникне — кунти чиркӳ ятне панӑ ҫветтуй Герман кунне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫветтуй Герман ячӗллӗ православи чиркӗвне пирӗн асаттесем лартнӑ, — ӑнлантарать Уртемей мучи.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тупӑннӑ ҫветтуй: пӗр михӗ сӗлӗшӗн ҫухрашма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫутҫанталӑкӑн ҫавӑн пек тӗлӗнтермӗшӗсенчен пӗри Каминке ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫ пулса тӑрать.

Одним из таких чудес природы является святой родник около села Каменка.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

Кӑнтӑрла арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче кӗлӗ вулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виктор Бритвин ӳнерҫӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35548.html

Ҫутӑ Мӑнкун каҫне кӑҫал пӗрремӗш хут Улатӑрти Ҫветтуй Троицки арҫын мӑнастирӗнчен трансляциленӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

— Апла пулсан, ҫӗнӗ ҫветтуй саккун ячӗпе ҫакӑн пек йышӑну тӑватӑп: «Ҫур кӗленчене, хатар чун иллие, хӑй айӑпне чун-чӗреренех ӳкӗнсе йышӑннине шута илсе, ҫӳҫ-пуҫа вирелле тӑратакан хӑрушӑ, кунччен никам та илтмен -пӗлмен преступление тупса палӑртма активлӑ пулӑшнӑшӑн тӳрре кӑларса амнисти тӑвас та ирӗке ярас».

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Эсӗ ку тӗлӗшпе ҫветтуй марччӗ-и ҫав? — куланҫи тукаласа, тавраран тӗртсе илчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗнсен ҫветтуй кӗнекисенче (тӗслӗхрен, христиансен Библинче, мӑсӑльмансен Коранӗнче, буддистсен Типитакинче тата ытти те) Турӑ каланисене е ун ҫинчен ҫырнисене пӗр-пӗринпе пуянлатса, пӗтӗмлетсе, йӗркелесе пӗртен-пӗр кӗнеке ҫырас, этемлӗхе пӗртен-пӗр Турра ҫеҫ пуҫҫапма, вӑл хушнӑ пек ҫеҫ пурӑнма вӗрентес…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кирука сыватас тесе, амӑшӗ лара-тӑра пӗлмесӗр чупкаларӗ, Атмалкассинчи Маки Микули карчӑкӗ патне те, таҫти юмӑҫ-тухатмӑш патне те ҫитрӗ, ачине хӗртнӗ турчӑка шывӗ те, «ҫветтуй вода» шывӗ те ӗҫтерчӗ, мунчара та, килте те ҫӗр улми пӑсӗпе тарлаттарчӗ ӑна, темӗнле им-ҫам та парса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех