Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫат (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫампа вӑл хӑй тӑшманне — мана, — кӑкӑрне ҫат ҫапса кӑтартать Мишша, — каҫсерен хӑй апатне ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Апла пулсан, ӗнер химипе, паян физикӑпа та алгебрӑпа мӗн-ма «пиллӗксем» илтӗн, а? — ҫат тутарни илтӗнет пач кӗтмен чух.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Актай сиксе тӑрать те кӗнекене ҫат! хупать.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫуппа ҫат! хурса пачӗ пилӗк пус укҫа.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ахаль выртмарӗ, Тек ӗҫлерӗ ҫӑт та ҫат!

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Ҫӗнӗрен хӗрсе ташларӗ Ҫӗнӗ милӗк ҫат та ҫат!

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Унччен те пулмарӗ, ҫӗре ҫат! ӳкрӗ темӗскер.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Ҫат! тутарса ҫав вӑхӑтра, Ҫтаппан ҫӑл куҫа аякрах та мар выртакан чул таткине пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна хӑй икӗ уйӑх каялла (тӗрӗссипе, ку тахҫан-тахҫанах пулнӑ пек туйӑнчӗ) ҫакӑн пекех, анчах пачах урӑх тинӗс хӗррипе утни, ӑна хирӗҫ пулӑ хуппи пек йӑлтӑртатакан, кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ платйӗ тӑхӑннӑ темле хӗрарӑм васкаса утса пыни аса килчӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл вӑрӑм ураллӑ, кӗлеткине ҫат тытакан, арки урисем хушшине кӗрсе каякан платйӗпе, ҫӳллӗ, хитре, Завьялов ҫак таранччен тӗл пулнӑ хӗрарӑмсенчен чи хитри тата чи кирлӗ марри.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫухавине пит сарлакан кастарнӑ ҫутӑ платйӗ тӑхӑннӑ, платйи ытти пур платйӗсем пекех кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ, Лена вӑл платйӗпе шыва кӗнӗ те кайран ӑна хывмасӑрах хӑй ҫийӗнче типӗтнӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем хунар айӗнче тӑчӗҫ, Ленӑн йӑлтӑркка кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ, вӑрӑм урисем хушшине кӑштах кӗрсе кайнӑ хӗрлӗ платйи ҫине хунар сапалакан шурӑрах ҫутӑ ӳкрӗ, ҫутӑра ун платйи хаклӑ йышши пулӑ пек йӑлтӑртаткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ, ҫурӑмӗсенчен ҫат! та ҫат! ҫапрӗҫ, чуптурӗҫ, макӑрчӗҫ, кулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ир пуҫласа каҫченех шут шӑрҫисене ҫат та ҫат иле-иле хурать.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнтах аллисене хире-хирӗҫ ҫат! ҫапса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укаҫ аллинчи йӗпе мунчала урайне ҫат! ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл кӗске плащ тӑхӑннӑ та тӳмисене ҫат тӳмелесе лартнӑ, ҫухине тӑратнӑ, пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Потапов: — Микихвӗр, эпир иксӗмӗр Пушкин ӗмӗрӗнче пурӑннӑ пулсан эп сана тахҫанах дуэле чӗннӗ пулӑттӑм. Пирӗн ӗмӗрте урӑхларах йӗрке — туян эппин асӑнмалӑх ҫакна! — терӗ те Таранова питӗнчен ҫат! ҫутӑлтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сиплӗ хурӑн милӗкӗпе ӳт-пӳ хӗреличчен ҫат та ҫат ҫапӑнни, яра кунах ӗҫлесе ӗшенни пулӑшрӗ-ши — Таранов хулари пек ыйхӑ килменнипе асапланмарӗ, вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна асӑрхасан Марина тӳрленсе тӑчӗ, тутине ҫат ҫыртнӑскер йӗпе аллипе карлӑкран ҫатӑр ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех