Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫармӑсла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата ҫакӑ кӑсӑклӑ: кашни хӑйӗн чӗлхипе тупа тӑвать — тутарсем тутарла, чӑвашсем чӑвашла, ҫармӑссем ҫармӑсла, ирҫесем ирҫелле.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑсла калаҫрӗҫ тетне?

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑлхана ҫармӑсла каланӑ темиҫе сӑмах килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахматек вӗсемпе ҫармӑсла та, тутарла та калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Акпарспа Алттыш, сассисене хӑпартмасӑр, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса ҫармӑсла юрласа кӑтартрӗҫ, унтан хӑюланса хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарсӗ шарламасӑр пырать, унӑн ҫармӑсла юрлама юлташ ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь эпӗ чӑвашла-вырӑсла ҫех мар, ҫармӑсла та перкелешетӗп.

И теперь я не только по-русски и по-чувашски говорю, а и по-марийски малость умею.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вырӑссем вырӑсла вӗренеҫҫӗ, тутарла та, ҫармӑсла та мар.

— Русские обучаются русскому, а не татарскому или черемисскому.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫармӑссемпе ҫармӑсла, вырӑссемпе вырӑсла калаҫать Кушил старик.

С русскими Кошель говорит по-русски, с черемисами — по-черсмисски.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмахӗсем тӗрӗсех тухмаҫҫӗ-ха, ҫапах ҫармӑсла чиперех калаҫать ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑсла та, чӑвашла та, тутарла та, ҫармӑсла та, вотякла та.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те ӗненнӗ тияккӑн, те хӑй ҫармӑсла пӗлменнипе ним калама аптранӑ: эп сире епле вӗрентнӗ, ҫапла кӑна юрлама юрать турӑ юррине — астӑвӑр, ачасем! — тенӗ те урок пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ман аппа ҫармӑс ялне качча кайнӑ: иптӑк, коптӑк, кӑмӑт, кинтӑсансал пиҫ яшо! — хӑйӗн юлташне, Павлуша, ҫӑлас тесе пӗлнӗ-пӗлмен ҫармӑсла чӗлхепе каласа илнӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кам вӗрентнӗ сире ҫармӑсла юрлама? — ыйтнӑ тияккӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмаххисене балалайка пӑнтӑртаттарнӑ евӗрлӗ шухӑшласа кӑларнӑ та «ҫармӑсла» сӑвӑ туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку вара ҫармӑсла юрлани пулать, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уйрӑм произведенийӗсем вырӑсла тата чӑвашла ҫеҫ мар, кумыкла, ҫармӑсла, тутарла, даргинла, аварла, лакла, пушкӑртла, молдаванла тухнӑ, пӗр калавне шкулта вуламалли кӗнекере те вырӑн панӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех